Чӑваш Республикинчи наркотиксемпе кӗрешекен комиссин черетсӗр ларӑвӗ иртрӗ

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи наркотиксемпе кӗрешекен комиссин черетсӗр ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ.

Ларура наркотиксемпе кӗрешмелли политикӑн стратеги тӗллевӗсене пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫавӑн пекех аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвн илнӗ ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтересси пирки калаҫрӗҫ. ЧР ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем пурнӑҫлакан ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Культура сферинчи ӗҫ-хӗлпе Светлана Каликова паллаштарчӗ. Тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарни ҫамрӑксен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме пулӑшать. Ҫамрӑксене спортпа туслаштарни, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хисеплеме вӗрентни те сиенлӗ йӑла-йӗркерен пистерет. Ку енӗпе те, ЧР спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра нумай ӗҫ пурнӑҫланать.

Тӗплӗнрех

 



25 декабря 2020
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter