Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫăлав службин ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫăлав службин ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе тата Раҫҫей МЧСĕн 30 ҫулхи юбилейĕпе саламлатăп!

Пирĕн ҫăлавҫăсем чăннипех те чи ăста профессионалсем шутланаҫҫĕ. МЧС сотрудникĕсем кăткăс условисенче ĕҫлесе пысăк опыт пухнă, ҫăлав операцийĕсене пин-пин хутчен ăнăҫлă пурнăҫланă. Эпир ҫăлавҫăсене харсăрлăхшăн, чрезвычайлă лару-тăрура ҫухалса каймасăр хăвăрт тата тĕрĕс йышăну тума пĕлнишĕн хисеплетпĕр.

Пурнăҫне ҫăлав службипе ҫыхăнтарнă ҫынсене чун-чĕререн тав тăватăп! Пĕтĕм чунтан сывлăх, ырлăх, тапса тăракан вăй-хал сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                         Олег Николаев.



26 декабря 2020
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter