Республикăри «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурссен çĕнтерӳçисене чысланă

В Чувашии наградили лучших государственных гражданских и муниципальных служащих

Раштав уйăхĕн 25-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче республикăри «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурссен çĕнтерӳçисене чысланă.

«Чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» ята Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин пĕчĕк хуçалăхсене аталантарас енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Олеся Ефремова тивĕçнĕ. Вăл хресчен-фермер хуçалăхĕсене грант пулăшăвĕ кӳрес ĕçе цифрăлатассипе çыхăннă проекта хатĕрленĕ. Çĕнтерӳçĕ хăйĕн проекчĕпе чыслава пухăннисене те кĕскен паллаштарнă.

 Конкурс йĕркелӳҫисем унӑн проект ӗҫне пысӑка хурса хакланă.

«Муниципалитет районĕн (хула округĕн) чи лайăх муниципалитет служащийĕ» номинацире Шупашкар хулин администрацийĕн муниципалитет тĕрĕслевĕн управленийĕн пуçлăхĕ Ольга Тумаланова 1-мĕш вырăн йышăннă.

 Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Зайкова хула (ял) тăрăхĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ тесе йышăннă.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев конкурса хутшӑнакансене саламланă, ҫакнашкал конкурссене йĕркелесе ирттерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Паха ĕҫ опычĕсемпе ыттисене те паллаштармаллине чĕнсе каланă. «Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем хăйсене шанса панă тивĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлани, халăхшăн тăрăшни сăваплă. Тарăн пĕлӳ пулни те уйрăмах питĕ кирлĕ», - тесе каланă вăл.  «Кадрсем йăлтах татса параççĕ», - тени кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш предприяти-организацире те пĕлтерĕшлĕ. Эсир тăвакан йышăнусем нумай çынна пырса тивеççĕ», - тенĕ Олег Николаев çакнашкал конкурссем унта хутшăнакансене чи лайăх практикăсемпе паллашма май панине пĕлтернĕ май.

Олег Николаев ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин кадр вӑй-хӑватне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан указа алӑ пусни ҫинчен, унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи управлени компетенцийӗсене хак парас енӗпе Экспертсен канашне йӗркелени ҫинчен те пӗлтернĕ, ăна ата алă пуснă тенĕ вăл.

"Ҫак площадкӑра эпир регионти патшалӑх влаҫӗн органӗсен, предприятисен, кадр службисен вăй-хăватне пĕрлештерĕпĕр. Кадр ӗҫӗн аталанӑвӗн формисене туса хатӗрлес, республика ертӳлĕхĕ валли рекомендацисем йӗркелес, малалла ҫавна пурнӑҫра усӑ курас тата туса пырас ӗҫ хатӗрӗсене хак парас енӗпе ĕҫлĕпĕр. Унтан конкурссем урлӑ паха специалистсене суйласа илĕпĕр. Чи кирли – ҫынсен ĕҫлес текен туртăм пысăк пултăр. Кирлӗ пулсан, вĕсене вӗрентме те пулать», - палӑртнă Олег Николаев. «Ҫакӑ патшалӑх службин должноҫӗнче кадрсен хӑватлӑ резервне йӗркелеме пулӑшмалла", - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Регион Пуҫлӑхӗ уйрӑм хушупа Экспертсен канашӗн тытӑмне алă пусса ҫирӗплетнӗ, унăн йышне организацисенче тăрăшакан ӑста специалистсем кĕнĕ.

 

Фоторепортаж



26 декабря 2020
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter