Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тата Патӑрьел районӗсенче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă

 В 2020 году на развитие сел и деревень республики по всем программам выделено свыше 4 млрд. рублейРаштав уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тата Патӑрьел районӗсенче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă.

Каҫал ен районĕнче Олег Николаев Урмаел салинче компактлӑ ҫурт-йӗр лартмалли проекта епле пурнăҫа кĕртсе пынипе паллашнă. «Ҫуртсене ҫутӑ, газ, шыв пĕтĕмпех кĕртнĕ.  Нумаях пулмасть автомашина ҫулĕ те сарнă. Ҫитес ҫулсенче ҫавнашкал тата 4 проекта пурнӑҫлама палӑртса хуратпӑр. Проект ӗҫӗсем пыраҫҫӗ", - пӗлтернĕ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов.

«Кашни районтах ҫакӑн пек урамсем пулсан питĕ аван», - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Ял хуҫалăх министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 2020 ҫулта республикӑри ялсене аталантарма мӗнпур программа шайӗнче 4,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, 3100 ытла проект пурнӑҫланӑ. Социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин объекчӗсене, шкулсене, ача сачӗсене, культура, спорт учрежденийӗсене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, ҫулсене, ҫавӑн пекех инженер инфратытӑмӗн объекчӗсене туса лартнӑ тата вӗсене тӗпрен юсанӑ.

Патӑрьел районӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Эльмир Земдиханов тытса тăракан лашасен фермине ҫитсе курнă.

Ҫу уйăхĕнче палăртнă вырăнта пушă уй выртнă. Паян вара – пысăк объект. Кунта тырӑ склачӗ, утă упрамалли уйрăмсем тата икӗ вите тунӑ. Ҫулталӑк хушшинче выльăх йышĕ икӗ хута яхӑн ӳснĕ. Халӗ кунта пĕтĕмпе 132 лаша.

Хуҫалӑх 2020 ҫулта 14,8 тонна аш-какай туса илнӗ.

"Капла ӗҫлесен ял  тата та лайăхрах аталанса пырӗ", - пӗтӗмлетнĕ калаҫăва Олег Николаев.



28 декабря 2020
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter