Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пултаруллӑ ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламларӗ

Олег Николаев поздравил с Новым годом ребят – призеров и победителей различных конкурсовПаян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пултаруллă ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕ. Тĕлпулу «Эткер» центра иртрĕ.

Республикăри шкулсенче пĕлÿ пухакансем çĕршыв шайĕнчи олимпиада-конкурсра пысăк çитĕнÿ тăваççĕ. 2000 ытла чăваш ачин ятне патшалăх информаци ресурсне кĕртнĕ. Вĕсем пурте — тĕрлĕ облаçра палăрнисем. Сăмах май, маттурсем Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Пысăк тăхтав» конкурсра 3 грант çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмпе — 1400000 тенкĕлĕх.

— Пултаруллă ачасене мĕн пĕчĕкрен палăртса малалла аталанмашкăн май туса памалла. Çак ĕçе йĕркелесе пырсан темиçе çултан пысăк ăсчахсене курăпăр. Вĕсене хавхалантарса пымалла, — терĕ Олег Алексеевич. Вăл вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан ачасене пылак парнесемпе хавлантарчĕ. Шупашкарти 7-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Софья Ершова Самуил Маршак çырнă сăвва каласа савăнтарчĕ. Хĕрача — литература конкурсĕсен çĕнтерÿçи. Унсăр пуçне 4-мĕш класра вĕренекенскер экологи мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Тĕплĕнрех



28 декабря 2020
18:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter