Чӑваш Енре социаллӑ тӳлевсем усеççĕ

В Чувашии проиндексируют социальные выплаты

Социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва раштав уйăхĕн 28-мӗшĕнче Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере ирттерекен канашлура  тĕплĕн сӳтсе явнă.

Çĕнĕ çул тĕлне ватăсене савăнăçлă пулӑм кӗтет: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 6,3% пысăкланать. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева пĕлтернĕ.

Паллах, кĕтменлĕх мар – пенсисене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ӳстерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Ку хутĕнче ӳсĕм вăтамран 848 тенкĕпе танлашĕ. Чи пысăк хушăм вара виçĕ пин тенкĕрен те иртет. 

Çав вăхăтрах Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи социаллă пенсисене пысăклатассине кĕтнине те палăртнă. Пенсионера пурăнма кирлĕ виçене виçĕ çул ӳстерменччĕ, халь вăл пысӑкланнă, эппин, тăрантарса усракана çухатнӑран, инвалид пулнӑран, ватлăха кура паракан пенсисен шайӗ те ӳсмелле. Çывхаракан уяв кунĕсенче тӳлемелли пенсисене маларах, раштавăн 30-мĕшĕнче, куçарса пама палăртни те, паллах, кăмăллă хыпар.

Кăçал çемьесене пĕрремĕш ачасемшĕн укçа тӳлесси вăя кĕчĕ – унăн виçи халь 483881 тенкĕпе танлашать. Çапла вара маларах амăшĕн капиталне илмен çемьесем иккĕмĕш ача çуралсан 639431 тенкĕ илме пултарĕç. 

Роза Кондратьева пенсионерсене пулӑшнӑшӑн республика ертӳлӗхне тав тунă. "Юлашки виҫӗ ҫулта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ӳсмен. Пире ку енӗпе ӗҫлеме питӗ йывӑрччӗ. Халӗ ӑна ӳстернӗ. Ку пысӑк пулӑшу", – палӑртнă вӑл.

«Ҫак кунсенче амăшĕн капиталне тивĕҫнĕ 100 пинмĕш ҫынна ӑна официаллă майпа парса чысларăмăр.  Мĕнпур тивĕҫнисенчен 56 проценчĕ амăшĕн капиталĕпе усă курма та ĕлкĕрнĕ, тĕллевлĕ тăкакланă, 44 проценчĕ хальлĕхе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен-ха, малашнехи ĕҫĕсем пысăк, ахăртнех», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Роза Контратьева. 

Канашлу Олег Николаев коронавирусран сыхланас тĕлĕшпе асăрхануллă пулма чĕнсе каланипе вĕçленнĕ. Хăрушлăх пысăк, хăшĕсем вара яваплăха туймаççĕ. Корпоративсем йĕркелеççĕ, усламшăн çунса хăш-пĕр кафе-ресторан чарусене пăхăнасшăн мар.

Калăпăр, социаллă сетьсем урлă çăхав пулнă май Олег Алексеевич тĕрĕслев ирттерме ыйтнă. «Вут хумасăр тĕтĕм тухмасть», - теççĕ вĕт: кафесенче çынсем пысăк йышпа корпоратива пухăннине тупса палăртнă. Республика Пуçлăхĕ çак тĕслĕхпе яваплăхăн çирĕп мерисене йышăнма хушнă.

«Администрацисенче тăрăшакансен ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла.  Мобильлĕ ушкăнсен тăтăшах тĕрĕслевсене тухмалла.  Йĕрке пулсан кăна, лару-тăру ырă енне куҫса пырĕ.  Ку таранчен лайăх ĕҫленĕ, малашне те ҫаплах пултăрччĕ»,  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.



28 декабря 2020
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter