Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă
Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Вăл Шупашкарта пурăнакан 12 ҫулхи Иван Кузьминăн ĕмĕтне пурнăҫланă. Иван Кузьминшӑн кӗтнӗ самант ҫитнĕ, ача пуйӑс машинисчӗн кабинине кӗрсе курма пултарнă.
Арҫын ача пуйăссем епле ҫӳренине сăнама юратать. Ҫавăнпа та унӑн Ҫĕнĕ ҫул умӗнхи ĕмĕчĕ хӑйне машинист пек туйса курасси пулнинчен тӗлӗнмелли ҫук пулӗ.
Иван хăйĕн амăшĕпе Наталья Аркадьевнăпа локомотив кабининче пулса курнă. Ачана машинистăн ĕҫ вырăнĕпе паллаштарнă. Кунсăр пуҫне поезда еплерех тытса пымалли, ҫак транспорт вӑй-хӑвачӗ пирки каласа кăтартнă.
«Асамлăха ӗненме ан пӑрахӑр. Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Малалла ăнтăлмалла. Ун чухне пĕтĕмпех лайăх пулĕ», - тесе каланă ачапа унăн амăшне Ҫĕнĕ ҫул уявĕпе саламласа Олег Алексеевич. Республика Пуҫлăхĕ Ивана асăнмаллăх вылямалли чукун ҫул парнеленĕ. Наталья Аркадьевна Чăваш Республикин Пуҫлӑхне ывӑлӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑшӑн тав тунă.
Акцине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ. Ачасенчен нумайăшĕ хăйсен кĕтнĕ парнисене илме те ĕлкĕрчĕҫ. Кашнин ĕмĕчĕ пурнăҫланасса ĕненетпĕр.
Аса илтеретпĕр, "Ӗмӗтсен ёлки" акцине пуҫарса яраканĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин. Вăл кашни ҫул ҫак акцине хутшăнать, ачасен ĕмĕтне пурнăҫлать.