Мĕн ачаран хĕр ачан лаша ҫинче ларса курас ĕмĕт пулнă, паян пурнăҫланнă

Олег Николаев исполнил ещё одну новогоднюю мечту ребёнка в рамках акции «Ёлка желаний»Раштав уйăхĕн  29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулинче пурăнакан 14 ҫулхи Мария Макаровăпа тĕл пулнă.  Хĕр ачан ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ шăпах паян пурнăҫланнă.  Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие хутшăнса чăрăш ҫинчен регион Пуҫлăхĕ открытка илнĕ, унта вăл хĕрача мĕн ĕмĕтленни ҫинчен вуласа пĕлнĕ.   

Мария нумай ачаллă ҫемьере ӳсет.  Вĕсем чĕр-чунсене, килти выльăхсене юратаҫҫĕ.  Мĕн ачаран хĕр пĕрчин лаша ҫинче ларса курас ĕмĕт пулнă, анчах пурнăҫланман. Тем пекех кĕтнĕ вăл Ҫĕнĕ ҫул уявĕ умĕн ҫак асамлăха.

Республика Пуҫлăхĕ пулăшнипе, ĕмĕт  паян пурнăҫа кĕнĕ.  Хĕр  ача хăйĕн пурнăҫĕнче пуҫласа утпа ярăнса курнă. Лаша спорчĕн шкулĕнче ĕҫлекен инструкторсем малтан асăрхаттару калаҫăвне ирттернĕ, тимлĕхе ҫухатма юраманнине палăртнă, ҫирĕп йĕркене пăхăнма хушнă. Выльăха пĕлме ҫук, хӑш чухне вӑл хăйне шухӑ та тыткалама пултарать. Хĕрача  спорт шкулне хăйĕн шăллĕпе, 9 ҫулти Егорпа  тата амăшĕпе килсе ҫитнĕ.

Ачасем лаша ҫине ларнине, ярăннине амăшĕ куҫ илмесĕр пăхнă.  Елена Николаевна савăнăҫне пытарайман. «Куратăп, Мария питĕ кăмăллă, савăк курăнать.  Чун-чĕри хĕпĕртени те куҫкĕретех.  Ывăлăм та лашапа ярăнать.  Иккĕшĕ те савăнăҫлă. Эпĕ те вĕсен савăнăҫне курса тăратăп», - тесе каланă амăшĕ хăйĕн сăмахĕнче.  

Марийăна лаша ҫине ларса ҫӳреме, унăн кăмăлне тупма питĕ килĕшнĕ.  Мастер-класс ирттернĕ хыҫҫăн  хĕрачан кăмăлĕ тата та ытларах ҫемҫелнĕ, ӳлĕмрен хӑйшӗн спортăн ҫак тĕсне суйласа илессине те палăртнă хĕр пĕрчи. Олег Николаев хĕр ачана лаша спорчĕн шкулне ҫӳремелли сертификат парнеленĕ, малашне вунă кун хушши вăл шкула тӳлевсĕрех ҫӳреме пултарать. Кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа  шкулта ҫĕнĕ ушкăн йĕркеленет.  Шкул директорĕ Валерий Краснов ăна асăннă ушкăна илме хатĕррине пĕлтернĕ.

Акци пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: «Яланах ĕмĕтленмелле, ĕмĕт пур пулсан, ҫын малашлăх пирки шухăшлать, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшать. Хытă тăрăшсан пĕтĕмпех пулать», - тенĕ.  

«Эпĕ шутланă тăрăх, ҫав тери кăмăллă акци. Ачасем хăйсен ĕмĕчĕсем пирки пĕлтереҫҫĕ. Ҫапла майпа вара, вĕсен шухăш-кăмăлĕ те куҫ умнех тухса тăрать. Пирĕншĕн ку чи пахи.  Яланах пĕрле пулма тăрăшмалла.   Йывăр чухне те, лайăх чухне те пĕрне-пĕри пулăшасси,алă пани паха», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие хутшӑнса икӗ ачан ӗмӗтне пурнӑҫларĕ. 12 ҫулти Иван Кузьминшӑн кӗтнӗ самант ҫитнĕ. Вӑл пӗрремӗш хут пуйӑс ҫине ларса хăйне машинист пек туйма пултарнă. 

Фоторепортаж



29 декабря 2020
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter