Энергетиксемпе пĕрле Çĕнĕ çул тата та çутăрах

Çĕнĕ çул умĕн чăваш Энергосбыт компанийĕ ачасене уяв парнелерĕ. Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕнче каллех «РусГидро» компанин «Ырă чăматанĕ» уçăлчĕ. Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем шăпăрлансене хăйсен чĕре ăшшине парнелерĕç, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçларĕç.

Центрта тĕрлĕ ӳсĕмри 24 ача воспитани илет. Энергетиксем укçа пухнă та вĕсене савăнтарма парнесем хатĕрленĕ. Кашнин валли — пылак çимĕçсем. Унсăр пуçне пĕчĕккисем валли теттесемпе пазлсем туяннă, аслăраххисен кăмăлне вара сĕтелçи вăйăсемпе тата конькисемпе юрас тенĕ.

Çак парнесене центра Хĕл мучи иртнĕ эрне вĕçĕнче илсе килчĕ — лаша кӳлсе, çуна çине тиесе. Ăна кунта пурте питĕ-питĕ кĕтнĕ! Уяв тата та савăнăçлăрах пултăр тесе ачасем валли ятарласа Çĕнĕ çул программи хатĕрленĕ. Унта Хĕл мучисĕр пуçне Юрпике, Яга карчăк тата ыттисем те пулчĕç. Юр кĕлеткесем, илемлĕ чăрăшсем тата, паллах, çитес çул символĕ — маттур Вăкăр.

 

Çĕмĕрлери центрти ачасем патне Çĕнĕ çул уявне энергетиксем илсе килчĕç.

— Ачаранпах пирĕнтен кашни Çĕнĕ çул асамлăхне ĕненет, — терĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров. — Çемьесĕр, чи çывăх çыннисен, тăванĕсен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем вара çак асамлăха пушшех хумханса, ырра шанса кĕтеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ эпир вĕсене Çĕнĕ çулхи чăн-чăн уяв парнелес терĕмĕр — парнесемпе, савăнăçлă программăпа. Пылак кучченеçсем кăна мар, ытти парне те туянма пултарăтăмăр — вĕсем шăпăрлансене аталанма пулăшĕç.

Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕн директорĕ Татьяна Цаплина та ЧЭСК ĕçченĕсен тимлĕхĕшĕн ачасенчен кая мар савăнать – хăйсен воспитанникĕсем кашни парнене хавхаланса йышăннине палăртать: «Эпир хамăрăн туссене — «РусГидро» энергетикĕсене — чунтан тав тăватпăр. Вĕсем пулăшнипе картишре Çĕнĕ çул елки çуталса кайрĕ, илемлĕ праçник пулчĕ. Ачасемшĕн — Çĕнĕ çулхи чăн асамлăх!»

Энергетиксем вара иккĕленмеççĕ: кашниех ыттисене – тĕрев-пулăшу кирлисене — ырă тума пултарать. Çĕнĕ çул умĕн — пушшех. Çав шутра — ачасене кăна та мар. «РусГидро» пуçарнă «Ырă чăматан» акцие малалла тăсса тунтикун Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем Кӳкеçри ватăсемпе инвалидсен интернат çуртне те парнесем пачĕç. Энергетиксем ку хутĕнче ватăсем валли ăшă нускисем, пледсем, куллен кирлĕ ытти япала пухнă. Интернатра стационар пулăшăвĕпе усă куракансен йышĕ пысăк — 200 çын патнелле. Вĕсенчен 172-шĕ — инвалидсем. Пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ.

 

Кӳкеçри итернатра пурăнакансем «РусГидро» Ушкăнăн «Ырă чăматанĕнчи» парнесене тав туса йышăнчĕç.

- «РусГидро» ПАО кăçал республикăн социаллă учрежденийĕсене иккĕмĕш хут пулăшать ĕнтĕ. Çуркунне Канашри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса паракан комплекслă центрта компани укçа-тенкĕпе пулăшнипе ятарлă сенсор пӳлĕмĕ уçрăмăр. Ыркăмăллăх программипе килĕшӳллĕн энергетиксем çав пӳлĕм валли оборудовани туянма 400 пин тенкĕ уйăрчĕç. Паян вара Кӳкеçри ватăсемпе инвалидсен интернат çурчĕ Çĕнĕ çул тĕлне парнесем йышăнчĕ. Энергетиксен тимлĕхĕ кунти çынсен кăмăлне те çĕклетĕр, чунтан кӳрекен ыркăмăллăх пулăшăвĕшĕн вĕсене чĕререн тав тăватпăр, — терĕ республикăн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.

Аса илтерер: «РусГидро» волонтерсен черетлĕ «Ырă чăматан» ыркăмăллăх акцине вĕçлерĕ. Çак тапхăрта «РусГидро» волонтерĕсем компани ĕçлекен виçĕ регионти — Самар, Волгоград облаçĕсенчи тата Чăваш Енри — социаллă учрежденисенче пурăнакан пĕччен тата ватă çынсем валли куллен кирлĕ 17 чăматан япала пухнă. Акци «РусГидрон» Мускаври офисĕнче, НИИЭСра, «Гидропроектра», «Гидроремонт—ВККра», Чăваш тата Рязань энергосбыт компанийĕсенче, Жигули тата Атăл ГЭСĕсенче икĕ эрне тăсăлнă. Пухнă 125 пин тенкĕпе те ватăсене кирлĕ япаласем туяннă.

Волонтерсен «Ырă чăматан» ыркăмăллăх акцийĕн тĕллевĕ — йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Волонтерсем медицина учрежденийĕсенче вăрах сипленекен, реабилитаци тухакан йывăр чирлĕ ачасем валли теттесем пухаççĕ, социаллă учрежденисенчи çынсене шкулта усă курмалли канцеляри таварĕсемпе пулăшаççĕ, ваттисен çурчĕсенчи тата приютсенчи çулланнă пĕччен çынсене куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтереççĕ.

Социаллă яваплăха туякан компани пулнă май «РусГидро» Ушкăн хăй ĕçлекен мĕн пур регионта социаллă пурнăçăн хăтлă анлăшне йĕркелес, пурнăç пахалăхне лайăхлатас ĕçе пысăк тӳпе хывассипе çыхăннă ыркăмăллăх программине пурнăçлать. Унăн чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсен шутĕнче — вĕрентӳ, экологи, сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура, социаллă учрежденисеме организацисене, ыркăмăллăх фончĕсене, НКОсене, нушаллă çынсене пулăшасси, регионсен инфратытăмне комплекслă майпа аталантарасси.

www.hypar.ru



29 декабря 2020
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter