Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир яланах ыттисенчен принциплӑ пулнипе тата саккуна ҫирӗп пӑхӑнса тӑнипе уйрӑлса тӑнӑ та, тӑратӑр та.

Чӑваш Ен юридици пӗрлӗхӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли, патшалӑх влаҫӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне уҫӑмлӑрах тумалли, управлени йышӑнӑвӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли майсем тӑвас ӗҫе хывакан тӳпене пысӑка хурса хаклатӑп.

Регионти юристсем хӑйсен служба тивӗҫӗсене малашне те чыслӑн пурнӑҫласа пырасса, гражданла обществӑна аталантарма, республикӑра пурӑнакансен право культурине ӳстерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире ӗҫре ҫитӗнӳ, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                          Олег Николаев



03 декабря 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter