Чӑваш Ен аталанӑвӗн "Пĕрле" Фонд медицина ӗҫченӗсене пулӑшу парать

Фонд развития Чувашии «Перле» оказывает поддержку медицинским работникам Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев медицина ĕҫченĕсене, хăшĕсем кăшăл вирус амакне хирĕҫ кĕрешессипе тимлеҫҫĕ, тĕрев парас ыйтупа канашлу ирттернĕ.   

Регион Ертӳҫи ку енĕпе чăвашсен анлă сарăлнă «ниме»  ăнлава тĕпе хурса ĕҫлесен аван пулнă пулĕччĕ тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче. «Кăшăл вируса чарас тĕлĕшпе пирĕн хастар медицина ĕҫченĕсем яланах малти ретре тăраҫҫĕ. Хăйсене шеллемесĕр, ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Вĕсенчен кашни пысăк хисепе тивĕҫлĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Ертӳҫи ҫумĕнчи Обществăлла канашĕн председателĕ, «ЭЛАРА»  АО гендиректорĕн ҫумĕ Наталия Партасова Чăваш Ене аталантарассипе ĕҫлекен «Пĕрле» ятлă фонд регионта ҫĕнĕ акци пуҫарса яма хатĕрленнине хыпарланă, унăн ячĕ «Тавах сире, тăван  тухтăрăмăрсем! тенĕ вăл.

Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ҫакăн ятлă баннерсем вырнаҫтарма сĕннĕ предприятийĕн генеральнăй директорĕн ҫумĕ.  Медицина ĕҫченĕсене халалланă арт-объектсем районсемпе хула центрĕсенче пуҫарса ярсан та питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ. Урамсенче вырнаҫтарнă фигурăсене чĕре евĕр калăпласа лартма, унта халăхăн тав сăмахĕсене, ҫырăвĕсене пухма условисем йĕркелеме плана кĕртнине асăннă.    

Тепĕр ырă ĕҫ пирки те хыпарланă. Ҫӳлерех палăртнă фонд хастар медицина ĕҫченĕсене валли Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе  пысăках мар парнесем пама тĕллев лартать.

«Пĕрле» Чăваш Ене аталантарма витĕм кӳрекен ятлă фондăн попечительсен канашĕн председателĕ, ЧР обязательнăй медицина страхованийĕн Территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ пуҫарăва ырласа, унта хутшăнма республикăри 37 предприяти кăмăл турĕҫ тесе пĕлтернĕ.  Ахаль ҫынсем ырă кăмăллăх акцине витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

«Пухăннă укҫа-тенкĕ кăшăл вирус амакне хирĕҫ кĕрешме туллин тăкакланать», - тенĕ Вячеслав Александров. Чи йывăр чирлисемпе ĕҫлекен медицина ĕҫченĕсене ытларах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр тесе асăннă ертӳҫĕ.  Ятарлă медицина хатĕрĕсем туянма та сахал мар тĕрев паратпăр тенĕ вăл.

Тухтăрсен пĕлĕвне ӳстерессипе ĕҫлекен институт ректорĕ Роман Матвеев хăш-пĕр программăсемпе паллаштарнă.  Ҫĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăнă.  

«АВС ЗЭиМ Автоматизация»  генеральнăй директорĕн советникĕ Любовь Макеева   хăйĕн сăмахĕнче «АБС ЭЛЕКТРО» группа компанийĕ йывăр вăхăтра пурне те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать тенĕ.  «Ачасене, амăшĕсен хӳттĕсемсĕр юлнă шăпăрлансене, медицина учрежденийĕсене сахал мар витĕм кӳнĕ.  Медицина хатĕрĕсене туянма пулăшнă. Малашне те пулăшăпăр.  Медицина пайĕнче тăрăшакансене валли парнесем хатĕрлеме палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, кăшăл вирус чирне парăнтарма витĕм кӳрекенсене тимлĕх уйăрăпăр», - тесе пĕлтернĕ вăл.   

Фоторепортаж



03 декабря 2020
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter