Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 2020 ҫул хыҫа юлать. Вӑл Чӑваш Еншӗн те, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑршӑн та пӗрре те ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн чирӗ сарӑлни пурнӑҫ юхӑмне пӑтраштарса ячӗ, ҫавна май пирӗн маларах палӑртса хунӑ плансене васкавлӑн тӳрлетӳсем кӗртме, пурнӑҫӑн ҫӗнӗ условийӗсене хӑнӑхма тиврӗ.

Ҫак кӑткӑс вӑхӑтӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене тивӗҫлипе татса пама вӗренсе ҫитни пы­сӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗрлӗхпе хастарлӑхӑн тата пӗр-пӗрне пулӑшса пынин пархатарлӑ вӑйӗ пирӗншӗн пандемипе кӗрешмелли тӗп мел пулса тӑчӗ.

2021 ҫула пурте лайӑха шанса, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе улшӑнусем пулса иртессине ӗненсе кӗтсе илетпӗр. Ҫаксем тӳрре тухасси вара ытларах чухне хамӑртанах – пирӗн ҫирӗп тӗллевлӗхпе ӗҫченлӗхрен – килет. Пирӗн Чӑваш Республикин Социаллӑ пур­нӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ йышлӑ планпа проекта пурнӑҫа кӗртмелле. Енчен те эпир хамӑр вӑя туйса тата пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен ҫитӗнӳсем тума пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Ҫӗнӗ ҫул сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗре пурнӑҫлатӑр, пурсӑра та ӑнӑҫу тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхмалли лайӑх майсем парнелетӗр, кашни ҫемьене савӑнӑҫпа ыр­лӑх кӳтӗр.

Телейлӗ те сывлӑхлӑ пулӑр, хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире ырлӑх-пурлӑх, тӑнӑҫлӑх, юрату тата ӑнӑҫу сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин

 Пуҫлӑхӗ                                                                                        Олег Николаев

 



30 декабря 2020
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter