Правительство ҫуртĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе черетлĕ вĕренӳ семинарĕ иртнĕ

Состоялся очередной обучающий семинар для глав администраций муниципалитетовРаштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе черетлĕ вĕренӳ семинарĕ иртнĕ.

Семинара пухăннисем муниципалитет пĕрлешĕвĕсен 2020 ҫулхи бюджечĕсене тишкернӗ, вӗсен йĕркелӳ тытăмне пăхса тухнă. 2021-2023-мĕш ҫулсем валли йышăнакан бюджета та тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă. Ҫавӑн пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярас ӗҫе сӳтсе явнӑ,  муниципалитет туянӑвӗ пирки  чарăнса тăнă.  

Сăмах май, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тĕлĕшпе хăш-пĕр йышăнусене халех тумаллине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 

Патшалăх туянăвĕн тытăмӗ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Регион шайĕнче пуҫ­тарăнакан хыпарсен ятарлă системи ӗҫе кӗнӗ. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ ĕҫлени те паха. Автоматизациленĕ электронлă сервис хута кайнă. 

«Мĕнпур туянӑва централизацилеме пуҫларăмăр.  Республикăра пĕрлехи заказчик служби ĕҫлеме тытăнчĕ.  Кирек-хӑш ыйтăва та тӗплӗн тишкермелле, тивĕҫлĕ шайра татса парассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

2021 ҫултан пуҫласа строительство ĕҫ-хĕлне Республикăн пĕрлехи заказчик служби тĕрĕслесе тăма тытӑнать. Ҫавна шута илсе республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене  уҫӑмлӑха вӑйлатма чĕнсе каланă Олег Николаев.



30 декабря 2020
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter