Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ачасене шкула илсе ҫӳретмелли ҫӗнӗ автобуссене савăнăҫлă лару-тăрура панă

Олег Николаев передал школам Чувашии 31 школьный автобус Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ачасене шкула илсе ҫӳретмелли ҫӗнӗ автобуссене савăнăҫлă лару-тăрура панă.  Шкулсенчи кивелнĕ транспортсене пăрахăҫа кăларса вĕсем вырăнне ҫĕннипе тивĕҫтерĕҫ.  Хăш-пĕр ялсенчен ачасене шкула илсе ҫӳретме вунă ҫухрăм та пулать пулĕ, ҫавна шута илсе ҫӗнӗ автобуссене шăпах та ҫав территорисенчи шкулсене панă.

Регион Пуҫлăхĕ пухăннă ентешсене саламланă май хӑтлӑ автобусра ачасем хăйсене канлĕ туясса, вĕсем валли унта мĕнпур условисем пуррине палăртнă.  «Пирĕн ха-мăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшмалла, ачасен вĕренес кăмăлĕ ан пăсăлтăр. Шухăш вĕренӳ пирки кăна пулмалла.  Ҫĕршывшăн тивĕҫлĕ ҫынсем пулса ӳсме пулас ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчи кунран-кун пуянланмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Пепкесене те ача сачĕсене  ҫав автобуссемпех илсе ҫӳрӗҫ.  «Кун пек йышăнăва эпир ача сачĕсемпе шкулсем пĕр ҫуртра вырнаҫнине тĕпе хурса ҫирӗплетрӗмӗр», -  пӗлтернӗ Олег Алексеевич.

Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулта регионти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене пурĕ 46 автобус панă. Асӑннӑ техникăна туянма пӗтӗмпе 95 млн тенкĕ тăкакланă.  Федераци хыснинчен уйăрнă укҫа-тенкĕпе 31 автобус туяннине, ытти 15-шне республика укҫи-тенкипе илнине уҫӑмлатнӑ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 

Фоорепортаж



30 декабря 2020
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter