Беларуçри конкурсра палăрнă

Чăваш режиссерĕ тата сценарисчĕ Владимир Галошев ÿкернĕ «Батальон моей Родины» документлă фильм Беларуç Республикинче ирттернĕ «Эпĕ кино ÿкеретĕп» конкурсри номинацисенчен пĕринче çĕнтернĕ.

Юрий Тарич ячĕллĕ конкурса ирттерме Беларуç Республикин Культура министерстви укçа-тенкĕ уйăрса пулăшнă. Пултарулăх ăмăртăвне ярса панă ĕçсене 9 номинаципе хакланă.

Владимир Галошев тата вăл тăрăхри паллă таврапĕлÿçĕ Илья Трофимов тăван ялĕнчи, Елчĕк районĕнчи Кушкăри фронтовиксене асăнса кĕнеке кăларнă. Кайран документлă фильм ÿкернĕ. Тыл ĕçченĕсене халалланă фильмри рольсенче – ял çыннисем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем.

www.hypar.ru

 



30 декабря 2020
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter