Канаш хулипе Канаш районне аталантарассине Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнă

На заседании Высшего экономического совета обсудили развитие Канаша и Канашского районаРаштав уйăхĕн 4–мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Канашлăва пухăннисем  Чăваш Енри Канаш хулипе Канаш районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫĕ-хĕлĕ пирки сӳтсе явнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту муниципалитетсене ытларах та ытларах нивестици явăҫтарасси, тата вĕсене вăй илсе хăватлăран та хăватлă условисем йĕркелесе тăратасси.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов ҫитес ҫулта муниципалитет ертӳҫисен ĕҫĕсене хакланă чухне инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвне те тĕпе хурасса асăннă.   Инвест климат лайăх пулсан, муниципалитетсен ертӳҫисен те ĕҫĕсене пысăка хурса хаклĕҫ.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне 2025 ҫулччен аталантарма йышăннă Комплекслă программинче Канаш хулине аталантарма чылай пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем пăхса хăварнă. Инвестициллĕ программăна пурнăҫа кĕртме пĕтĕмпе 2 млрд. ытла укҫа тенкĕ уйăрнă. Канашри ТОСЭР ĕҫне пурнăҫлама 560 млн  тăкакланă. Халăх валли 120  пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.

Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитета инвесторсене явăҫтарассипе ĕҫленине ҫирĕплетнĕ.  Индустри паркĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем йĕркеленсе пырасси те куҫкĕретех тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Хими промышленноҫне аталантарма та тĕллев ларнă муниципалитетра.   

Хула администрацийĕн ертӳҫи инфратытăма аталантарассипе йышăнса пыракан ҫĕнĕ проектсем пирки каласа кăтартнă. Социаллă проектсене пурнăҫа кĕртесси приоритетлă тесе каланă вăл.  Хулари ҫулсем аванах мар, апла пулсан объектсене ҫĕнетессипе тимлĕ ĕҫленине асăннă муниципалитет ертӳҫи. К. Маркс урамĕнчи автомашинăсен ҫулне тĕпрен юсас, Ленин проспекчĕ урамĕнчи лаптăка реконструкцилес ыйтусем те кун йĕркинчех пулнине каланă.

Хулара хутса ăшăтмалли тытăма ҫĕнетсе ылмаштарасси, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси ыйтусем те ҫивĕч тăраҫҫĕ. 2022 ҫулта канализаци объекчĕсене реконструкцилес ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитересси те паллă тенĕ муниципалитет ертӳҫи.  

Канашра икĕ шкулта ачасем икĕ сменăпа вĕренеҫҫĕ.  Кун пирки хула ертӳлĕхĕ РФ Строительство министерствине ыйтупа та тухнă.  Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан  8-мĕш №-лĕ шкул ҫумне хушма ҫурт тăвассипе те  проект хатĕрлеҫҫĕ специалистсем тенĕ вăл.  

Канаш районĕ пирки илес пулсан регионăн Комплекслă программине пурĕ 68 проект кĕртнĕ, вĕсенчен 11-шĕ коммерциллĕ  проектсем шутланаҫҫĕ.

Канаш район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче районта пурнăҫа кĕрекен пысăк проект пирки каласа кăтартнă, «Биоэкополис»  проект валли 750 млн инвестици хывăнать тенĕ. Пурăнмалли ҫурт-йĕрсем тума Б.Бикшихи ялĕнче 18 га ҫĕр район администрацийĕ уйăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси кăштах кая юлни сисĕнет. Кун евĕр еҫсене те ӳлĕмрен йĕркелесе пымалли кун йĕркинчех тăмалла тенĕ вăл. Киров ячĕллĕ ЯХПК 600 пуҫ тытмалăх сĕт-ҫӳ комплексĕн строительство ĕҫне пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  «Пионер» хуҫалăх та районта тĕслĕхре, унта 400 ĕне усрамаллăх ферма туса лартасшăн агроферма ĕҫченĕсем.

Район территорийĕнче тăмлă вырăнсем чылай, кирпĕч калăплама аван. Ку енĕпе производство хута ярсан вырăнлă. Туризма аталантарассипе те ĕҫлеме плана кĕртнине хыпарланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев докладсене итленĕ хыҫҫăн ҫапларах каланă: «Кашни ĕҫе комплекслă йĕркелесе пымалла.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хума, лайăх проектсене пурнăҫа кĕртессипе активлăрах ĕҫлемелле»,  тенĕ.  

«Пуласлăх пирки тĕллевсене питĕ тĕрĕс те йĕркеллĕ палăртнă. Района епле аталантарассине курса тăратăр.  Инфратытăма вăй илтерме пĕлтерĕшлĕ проектсем палăртнă. Пĕр сăмахпа палăртсан, пуласлăх тата та лайăхрах пуласси иккĕлентермест»,  тенĕ вăл.  Унăн сăмахĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Аслă Экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков  ырланă. Патшалăх Думин депутачĕ, Аслă экономика канашĕн председателĕ инвестици проекчĕсене федераци шайĕнчи фондсен укçипе пулăшмалли майсем пирки каланă, ку енĕпе хăй енчен пулăшма шантарнă. Канаш ларăвĕсенче малашне ытти муниципалитет аталанăвне те тишкерĕç.

Олег Николаев раштав уйăхĕнче район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсемпе вĕренӳ семнарĕсем иртессине ырă хыпара пĕлтернĕ.  

Фоторепортаж



04 декабря 2020
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter