Халӑх артисткин Нина Яковлевӑн юбилей каҫӗ иртнĕ

Юбилейный вечер народной артистки Нины ЯковлевойРаштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртнĕ, унта  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Савăнăҫлă мероприятине сахал мар сумлă хăнасем пухăннă. Вĕсем: Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов тата ыттисем те. Пĕр сăмахпа каласан, ăна хисеплесе кăмăл тăвакансем пуҫтарăннă.   

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Нина Михайловна 1961 ҫултанпа ĕҫлет. 60 ҫул хушшинче ĕҫленĕ пултарулăх лаҫҫинче унăн сахал мар кăсăклă та хăйне евĕр халăха килĕшекен сăнарсем калăпланнă.  Ҫĕршер ытла тĕрлĕ сăнар ҫынсен кăмăлне уҫса янă.  Актриса савăнăҫлă, хурлăхлă сăнарсем калăпланă.

Чăваш Енре чи паллă артистсенчен пĕрне регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле саламлама килсе ҫитнĕ.

Эпир яланах сирĕн спектакльсене пĕтĕм кăмăлпа пăхатпăр. Хăйне евĕр сăнарсем пурнăҫри кашни пая кăтартса параҫҫĕ. Чăн-чăн сăнар, йывăрлăхсене те парăнтарма витĕм кӳрет, савăнăҫа та курма вĕрентет тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче ăна саламланă май.    

«Нина Михайловна савăнăҫлă, хуйхăллă, ҫутă та ĕмĕр аса юлакан сăнарсенче вылять. Эпир пĕтĕм чун-чĕререн Сире юрататпăр.  Эсир пурнăҫлакан ĕҫ пулас ăрăва та воспитани пама пысăк витĕм кӳрет. Сăнарсем тавра курăмлăха пуянлатса пыма пулăшаҫҫĕ. Пурнăҫ ҫине тимлĕн пăхма вĕрентетĕр», - тенĕ вăл.  

Театр ĕҫĕ-хĕлĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕшĕн ăна сахал мар патшалăх наградисемпе чысланă. Вăл ҫĕршыв шайĕнче хисепе тивĕҫнĕ. Тĕрлĕ фестивальсемпе конкурс ҫĕнтерӳҫисем те пулнă.   Палăртнă кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сцена ăстине Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса хавхалантарнă, ырлăх-сывлăх суннă, малашне те мăнаҫлăн малашлăх ҫул-йĕрĕпе утса пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ.

Нина Яковлева паянхи куна та хăй юратнă ĕҫĕнче вăй хурать. Унăн «Сывпуллашу», «Куккуклă сехет», «Туя туй пек тăвар-и?»,  «Праски кинеми мăнукне авлантарать» тата ытти спектакльсенчи сăнарсем халăх асĕнче ĕмĕрех.    

Фоторепортаж  



04 декабря 2020
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter