Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире пӗтӗм чунтан Доброволец кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Уҫӑ та тарават кӑмӑллӑ, хӑйсен иксӗлми хастарлӑхӗпе тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑвакан ҫынсене эпир чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

Волонтерсем коронавирус чирӗпе кӗрешес ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе эмелсем кӳрсе парасси, психологи пулӑшӑвӗ парасси, больницӑсенчи медицина ӗҫче-нӗсене пулӑшасси – ҫакӑ волонтерсем куллен тӑвакан ырӑ ӗҫсен тулли мар пайӗ кӑна.

Эсир хӑвӑра шеллемесӗр тата чунтан тӑрӑшса ӗҫленине асӑрха-масӑр хӑварман. Чӑваш Енӗн 170 ытла доброволецне Раҫҫей Прези-денчӗн Владимир Путинӑн «Пӗтӗм Раҫҫейри #ЭпирПӗрле акцие йӗр-келес ӗҫе пархатарлӑ тӳпе хывнӑшӑн» асӑну медалӗсене парса чыс-ланӑ.

Тавтапуҫ сире, хисеплӗ волонтерсем, пурнӑҫра хастар та ырӑ чӗ-реллӗ пулнӑшӑн! Пурсӑра та ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                Олег Николаев 



05 декабря 2020
07:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter