Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра республикăн вунпĕр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе хакланă

В Чувашии на стимулирующие выплаты медицинским и социальным работникам направили более 2 млрд рублейРаштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тата  регион бюджечĕн  кăҫалхи 11 уйăхри малтанхи  кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех палăртнă тапăрта ял хуҫалăх производствин калăпăшĕ самай ӳснине каланă, строительство тытăмĕ, халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те хăпарни куҫкĕретех тенĕ вăл.  

Кăшăл вирус амакĕ промышленноҫ производствин индексне самай чăрмав кӳнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 99,6% танлашнă. Тĕрлĕ чарусене пурнăҫа кĕнине кура, предприятисемпе организацисем  кирлĕ таран таварсене сутайман, тупăш тени те пулайман хăшĕсен.  Кăтартăва пăхас пулсан, суту-илӳ ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ 7,2 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ.  Халăха тӳлевлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ те 11,5 процент чухлĕ сахалланнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕ профицитпа пурнăҫланнине хыпарланă: тупăш 61,9 млрд танлашать, тăкак пайĕ 56 млрд ҫитнĕ.  Апла пулсан тупăш 22,1 процент ӳсни куҫкĕретех.  Тăкак ытларах пайĕ социаллă сферăпа сывлăх сыхлавĕнче.  

«Кăшăл вируса хирĕҫе кĕрешессипе йышăннă мероприятисене пурнăҫлама  тĕрлĕ хыснасенчен 7,3 млрд куҫнă.  Вăл шутран федераци бюджетĕнчен 5,6 млрд.  Палăртса хăвармалла, медицина пайĕнче тăрăшакансене валли пĕтĕмпе 2 млрд яхăн тăкакланă»,- тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕрремĕш вице-премьер.

Паянхи планеркăра Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова тарăн доклад тунă.  Сусăрсене патшалăх енчен тивĕҫтерекен пулăшусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.     

Кăҫал Чăваш Республики РФ субъекчĕсемпе пĕр тан ҫирĕп конкурс витĕр тухнине хыпарланă. Пĕтĕмлетӳсем тунă хыҫҫăн, 2023 ҫулта федераци бюджетĕнчен реабилитаци хатĕрĕсене туянма 22 млн тенкĕ тивĕҫессе пĕлтернĕ.  Ҫулсерен пирĕн республикăра 30 пин ытла граждан тĕрлĕ пулăшусемпе усă курнине пĕлтернĕ. Социаллă учрежденисенче те сусăрсем реабилитаци пулăшăвĕпе тăтăшах усă курнине палăртнă министр.   

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, пуринпе те тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж



07 декабря 2020
16:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter