Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Почта Банк» АО Правленийĕн Президенчĕпе тата «Раҫҫей чукун ҫул» АУО Правленийĕн Председателĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев провел рабочие встречи с руководителями АО «Почта Банк» и ОАО «Российские железные дороги» Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Почта Банк» АО Правленийĕн Президенчĕпе Дмитрий Руденкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче финанс енчен куҫакан тĕрлĕ пулăшусемпе халăха тивĕҫтересси пирки сӳтсе явнă, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

«Почта–Банк кредитсемпе тивĕҫтерекен чи анлă сарăлнă  тытăм шутланать.  Финанс тĕлĕшĕнчен ыйтусене тĕрлĕ енлĕн татса пама витĕм кӳрет», – тенĕ Олег Николаев.

Дмитрий Руденко ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленни пирки каласа кăтартнă.  Куҫман пурлăх – ҫуртсем тăвас ĕҫре кредитсемпе тивĕҫтересси ҫинчен те плана кĕртнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Пирĕн республикăра партнерсем пур», – тенĕ Почта-Банк ертӳҫи.

Чăваш Ен палăртнă пуҫарăва хастар хутшăнасса каланă Олег Николаев.  Ку енĕпе регионăн уйрăмах пысăк потенциал пур тесе хыпарланă вăл.  Республикăри ҫынсене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес тĕллевпе ипотека программи хастар пурнăҫа кĕрсе пынине те асăннă вăл.  Калăпăр, Чăваш Республикин Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ял тăрăхĕнче ĕҫлесе пурăнакан уйрăм граждансене валли ҫăмăллăх ипотеки пама йышăннă, унăн ставки пурĕ те 0,1 процент ҫеҫ тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш ЕН Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнă чухне, «Раҫҫей чукун ҫул» АУО Правленийĕн Председателĕпе – Генеральнăй директорĕпе Олег Белозеровпа тĕлпулу ирттернĕ.  Предприятисемпе компани хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки тарăн пăхса тухнă, пысăк технологиллĕ хатĕрсене калăпласа кăларассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.   Уҫă калаҫу вăхăтĕнче «Ҫĕнтерӳ поезчĕ» куҫса ҫӳрекен музей пирки те сăмахланă, 2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăкĕ тесе йышăннă, апла пулсан ҫӳлерех асăннă куҫса ҫӳрекен поезд-музей пирĕн тăрăха ҫитсе килсен питĕ пархатарлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем.    

Олег Николаев «Интерфакс» информаци агенствине интервью панă, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

Фоторепортаж



08 декабря 2020
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter