Республика проекчӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене федераци шайӗнче сӳтсе явма палăртнă Олег Николаев

Олег Николаев поднимает вопросы реализации республиканских проектов на федеральном уровнеПаян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ĕҫлĕ визитпа Мускавра ҫӳрет. Олег Николаевăн паянхи программинче РФ Финанс министерствин, Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Транспорт министерствин ертӳлĕхĕсемпе уҫă ĕҫлĕ тĕлпулусем пулĕҫ.

РФ Сывлӑх сыхлавĕн министерствин, Финанс министерствин ертӳлĕхĕпе Шупашкарти инфекци ҫĕнĕ корпусĕн строительствин ĕҫĕсем пирки сӳтсе явĕҫ.  Объекта хута яма тата пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туянма 24 млрд тăкакланассине палăртнă.  Проектпа смета ĕҫне хатĕрлеме кăҫал республика хыснинчен 11 млн ытла укҫа уйăрĕҫ.  

Аса илтеретпӗр, проекта пурнӑҫласси Олег Николаев пуҫарӑвӗпе тата Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса  пырать.

Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министрӗн пӗрремӗш ҫумĕпе - сывлӑш транспорчӗн Федераци агентствин ертӳҫи Александр Нерадько  тата Олег Николаев Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетес ыйтусене пăхса тухнă.

Проекта пурнӑҫласан,"Шупашкар" аэропортӑн уйрăм пӳлĕмĕсене пысăклатма, 200 ҫын таран пĕр сехетре йышăнма май парать. Ӗҫе 2022 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.



09 декабря 2020
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter