Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗнче Чӑваш Енре ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене чысларӗҫ

В День героев Отечества в Чувашии почтили память защитников РодиныРаштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче ҫĕршыв Паттăрĕсене чысласа, Мухтав монуменчĕ умĕнчи Астăвăм çулăмĕ умĕнче асăну мероприятийĕ иртнĕ, ĕмĕрлĕх Вут-ҫулăмĕ умне чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă.

Хаяр вăрçă ахрăмĕ инçерех те инçерех тăрса юлать пулин те пĕр паттăр ячĕ те манăçмасть. Эпир, патриотла туйăмпа çитĕнекенскерсем, вĕсене асра тытатпăр. 

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Федотов, Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ Евгений Борисов, Чăваш Республикин Ҫар комиссарĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Сергеев, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă ҫынсем пухăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫейре паттăрсене асăнса сума суннине палăртнă, ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫланă чухнехи вĕсен паттăрлăхĕ историре ĕмĕрлĕхех ылттăн сăрăпа ҫырăнса юлнине каланă.   Кунсăр пуҫне  мирлĕ вăхăтра та патшалăх тата обществăлла ĕҫсенче паттăрлăхпа палăрнă геройсем те пысăк хисепе тивĕҫнине асăннă Ертӳҫĕ. Наукăра, спортра тата ытти сферăсенче те вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă вăл.

Раҫҫей Геройĕсен кунне халалласа паян ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе паттăрлăх урокĕсене йĕркеленĕ.  Аслă класенче вĕренекенсем дистанци мелĕпе ытти регионсенче пурăнакан паттăрсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, пурнăҫĕсемпе кăсăкланнă. Сăмах май, геройсен паттăрла ĕҫĕсем пирки тĕплĕнрех паллашнă ҫамрăксем, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр тенĕ.    

Фоторепортаж



09 декабря 2020
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter