Чӑваш Енре экономикӑн аслӑ канашне туса хурӗҫ

В Чувашии будет создан высший экономический советЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев РФ Патшалăх Думин депутачĕпе, финанс рынокӗнчи ыйтусемпе ĕҫлекен Патшалӑх Думин Комитечӗн председателӗпе Анатолий Аксаковпа, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕпе – экономика министрĕпе Иван Моторинпа тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Николай Каргинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи консультаци тата канашлу органӗсен ӗҫ-хӗлне трансформацилес ыйтусене сӳтсе явнă.

Аса илтеретпӗр, Олег Николаев пуҫарнипе республикӑра  экономикӑн аслӑ канашне йӗркелес ӗҫ пуҫланнӑ. "Ҫак площадкӑра влаҫ органӗсен, наукӑсен, бизнесӑн, граждансен обществин институчӗсен представителӗсене пухӗҫ. Тӗллев – управлени тата региона аталантарас енӗпе патшалӑх влаҫӗн органӗсен наукӑпа никӗсленӗ ӗҫ-хӗлӗн стратегийӗн шайӗнче ӗҫе илесси, каярахпа йӗркелесси. Инновациллӗ инвестици проекчӗсем уҫӑлччӑр тесе экономикӑна диверсификацилеме тата ӗҫ вырӑнӗсем тума май паракан инвестици проекчӗсем уҫӑлччӑр", — тенĕ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗнчи  ыйтусемпе ĕҫлекен Комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков, Аслӑ экономика канашӗн ӗҫне явӑҫма килӗшнӗскер, предпринимательсен, ҫав шутра ҫак площадкӑна тӑвас енӗпе ытти регионсенчен те, пысӑк кӑсӑклӑхне палӑртнă.

Ҫывӑх вӑхӑтра экономикӑн асӑ канашӗн Положенийӗсене тата унӑн йышӗ ҫинчен обществӑлла сӳтсе явассине кӑҫалхи нарăс-пуш уйӑхӗсенче канат ӗҫӗ пуҫланса кайтӑр тесе йӗркелӗҫ.

 

Фоторепортаж



10 февраля 2020
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter