2020 ҫулта тыр-пул акмалли лаптӑксен калăпăшĕ Чӑваш Республикинче 548 пин га танлашĕ

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - ял хуҫалӑх министрӗн  тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Сергей Артамонов  кашни эрнере пулакан канашлура ҫураки уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленни ҫинчен  пӗлтерчӗ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2020 ҫулта тыр-пул акмалли  ҫĕр лаптӑкĕсен калăпăшĕ 548 пин га танлашĕ, 2019 ҫулхинчен 7 пин га пысăкрах. Кӑҫал ҫурхи тапхăрпа тыр-пул 305 пин га лаптăк ҫинче акса хăварма палӑртнӑ.

Акмалли лаптӑксен тытӑмӗнче 50 процент ытла тырӑ тата пӗрчӗллӗ культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 37,6% выльӑх апачӗн культурисем, юлнӑ пайсенче - ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫсем туса илме плана кĕртнĕ.

Канашлура ҫураки вăхăтĕнче хуҫалӑхсене техника тӗлӗшӗнчен, вӗсене пахалӑхлӑ вӑрлӑх материалӗпе, минерал удобренийӗсемпе, ҫунтармалли-сӗрмелли хатĕрсемпе тивӗҫтермелли ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тӑпран пурлăхне пуянлатма патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курмаллине,  вăл виҫе тӑкаксен 90 процентне ҫити саплаштарма пултарассине каланă. 2019 ҫулта Чӑваш Енре 4,9 пин га тӑпрана известкăланă,  планпа вара 4,5 пин га  пăхса хăварнă пулнă. Кăтарту пысăк пулни курăнать.

Сергей Артамонов республикӑра 189,3 пин гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен ҫак лаптӑкӗсене пилӗк ҫул хушшинче известлеме  план тунă тенĕ, ҫавӑн пекех вӑл хальхи вӑхӑтра Куславкка районӗнче хушма карьера уҫма май пурри ҫинчен те пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Чӑваш Республикин  Ҫутҫанталăк министерствине ҫак ыйтӑва татса парасси ҫине витĕм кӳме хушнӑ.



10 февраля 2020
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter