Олег Николаев ҫитес пилӗк ҫулта тума палӑртнӑ объектсем ҫинчен калакан ĕҫ хучĕсен списокне хатĕрлеме сӗннĕ

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан канашлăва ирттернĕ. Унта 2019 ҫулта республикăн адреслӑ инвестици программине (РИП) мӗнлерех пурнӑҫланине тĕплĕн сӳтсе явнӑ.

2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне РАИП объекчӗсенчи ӗҫ-хӗле пурнăҫлама федераци тата республика бюджечӗсенчен 6660,5 млн тенкӗ тăкакланă (ҫулталӑкри лимитӑн 88,9% шутланать).

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕн – Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторинӑн шухӑшӗпе, проектпа смета докуменчĕсем япăх шайра пулни сисӗнет. Ҫавна пула унта строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра тӳрлетӳсем кĕртме тивет.

ирӗнпе пĕрле ҫитес пилӗк ҫул валли социаллӑ пурнӑҫпа культура тата ытти инфратытӑм объекчӗсен проекчӗсен списокне туса хатĕрлер", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев. Вӑл Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене – бюджет укҫи-тенкин тӗп хуҫисене муниципалитет пӗрлӗхӗсемпе пӗрле ҫӗнӗ шкулсем, ача сачӗсем, спорт сооруженийӗсем, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, культура, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн объекчӗсем, коммуналлӑ тата ытти инфратытӑм валли пилӗкҫуллӑх план-график хатĕрлеме хушнă. Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине проектпа тӗпчев ӗҫӗсене туса ирттерме, проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлес тата кирлӗ экспертиза тăвас ĕҫсене йĕркелеме хушнӑ. Ҫав хушӑрах Чӑваш Республикин Финанс министерствине ҫак ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрмаллине каланă.

"Ҫапла майпа  эпир темиҫе тӗллев те пурнăҫлама пултарăпăр. Пӗр енчен, ҫак проектсене вӑл е ку тапхӑрта мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрпăр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек планлани проектсене пурнӑҫлас ӗҫе  бизнес-структурӑна тата  та ытларах хутшӑнма май парать", – тенĕ Олег Николаев.



10 февраля 2020
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter