Чӑваш Республикин электротехника промышленноҫне аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсене палӑртнӑ
Нарăс уйăхĕн 11-мӗшӗнче Шупашкарти электроаппарат завочӗн площадкинче канашлу иртнӗ, ертӳҫĕсем электротехника промышленноҫне аталантармалли ыйтусене тарăн пăхса тухнă. Унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокӗпе ĕҫлекен Комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикинче ӗҫлĕ визитпа ҫӳрекен Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ Михаил Иванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин, федерацин энергетика компанийӗсен, Чӑваш Республикин электротехника кластерӗн предприятийӗсен ертӳҫисем хутшăннă.
Лару пуҫланиччен хӑнасем "ЧЭАЗ" АО инженерпа производство комплексне ҫитсе курнă, микропроцессор техникипе реле хӳтӗлевӗн производствипе паллашнă.
Канашлура импорта улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра сӳтсе явнӑ. Раҫҫей Федерацийӗнче электротехника оборудованийӗн тӗрӗслев полигонӗсене анлӑлатас енӗпе ӗҫлекен центрӗсем туса хурасси пирки те сăмах пуҫарнă.
Отрасль валли пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем хатӗрлесси ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. РФ промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ Михаил Иванов Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн Ҫырӑвӗнче регионти вузсенче ҫулсерен бюджет вырӑнӗсен шутне ӳстерме тӗллев лартнине аса илтернӗ. Ҫитес тӑватӑ ҫулта ҫакна валли 70 миллиард тенке яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Министр ҫумĕ Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ вӗренӳ министерствинче энергетикӑпа электротехника предприятийӗсен интересӗсене хӳтĕлеме хатӗр пулнине палӑртнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ ҫавӑн пекех 2021 ҫулта Чӑваш Республикинче энергетика машиностроительствине, электротехника тата кабель промышленноҫне аталантармалли ыйтусем енӗпе ĕҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттерме сӗннĕ, Чăваш Енĕн электротехника промышленноҫ предприятийӗсен аталанăвĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре тесе каланă.
Паян республикӑра электротехника енĕпе ĕҫлекен 200 ытла организаци шутланать, вӗсенчен 30-е яхӑн пайӗ отрасль кластерне кӗрет. Раҫҫей Федерацийӗн электротехника оборудованийӗн тата автоматикин рынокӗнче пирĕн регионта тавар туса илекенсен тӳпи 40% ытла шутланать, ҫывӑхри тата инҫетри чикӗсенчи вун-вун ҫӗршывсем те хапăл туса йышăнаҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин Комитечӗн финанс рынокӗпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, чӑваш предприятийӗсен пысӑк позицисене йышӑнма, ют ҫӗршывсемпе конкуренци тума май пур мӗнпур майсемпе хастарлӑн усӑ курмалла тенĕ. "Чӑваш Енĕн хӑватлӑ вӑй-хӑват пур. Направлени панӑ, эпир ӑна Чӑваш Республикин Правительствипе пӗрле малалла ĕҫлеттерсе ярăпăр", – тенӗ парламентари.
Канашлура докладсене итленĕ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем нумай пулнине палӑртнă, вӗсемпе ӗҫлемелле тенĕ.
"Нумай ыйтăва татса памалла. Вӗсем ҫинчен Президент хӑйӗн Ҫырӑвӗнче каланӑ. Ҫирӗп план пулмалла. Наукӑпа бизнес, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем пĕрле килĕшсе ĕҫлессе шанатăп, федераци шайӗнчи ӗҫтешсем пулӑшасса та ĕненетпĕр», - тенĕ регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. Олег Николаев ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пуласси пирки те хыпарланă, унта Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине сӳтсе явассине пĕлтернĕ. Электротехника промышленноҫне аталантарас енӗпе паянхи канашлура хускатнӑ ыйтусене те тĕлпулура пӑхса тухассине каланă.