Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫин калӑпӑшне чакарма хирӗҫленӗ

Олег Николаев выступил против уменьшения величины прожиточного минимумаНарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Республикинче 2019 ҫулта IV кварталта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк  укҫа виҫин калӑпӑшӗ ҫинчен калакан ĕҫ хутне сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен" Саккунӗпе килӗшӳллӗн 2019 ҫулхи IV кварталта халӑхăн пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫе калӑпӑшӗ 3,3% (309 тенкӗ) 8976 тенкӗ таран чакмалла. Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Алена Елизарова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Федераци службин Чӑваш Республикинчи патшалӑх статистикин Территори органӗн кăтартăвĕсемпе, вӗсене тĕпе хурса кашни кварталта расчетсем тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев асӑннӑ йышăнăва хирĕҫленĕ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне, ҫынсене тивĕҫтермелли социаллӑ хӳтлӗх шайне упраса хӑвармаллине каланă. 

"Пурнӑҫра кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – цифрӑсем кӑна мар. Ҫак кӑтартусемпе ҫынсен пурнăҫĕ ҫыхăннă ", - асӑрхаттарнă регион ертӳҫи.

"Патшалӑх хӑйне ҫавӑн пек тытнине ҫынсем тӗрӗс мар тесе хаклӗҫ. Ытти регионсен практики тивӗҫлӗ нормӑна саккун кӗртме май пурри ҫинчен калать. Вӑл пулать пулсан, иртнӗ квартал тӗлӗшпе чи пӗчӗк виҫе унчченхи шайра юлать", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен нормативлӑ право акчӗсен анализне тунă тӑрӑх, кун пек чухне Мускав облаҫӗнче,  Киров облаҫӗнче, Мордови Республикинче усӑ кураҫҫӗ.

Олег Николаев саккунра тивӗҫлӗ тӳрлетӳсем хатӗрлеме хушнӑ.

"Хӑшӗ – пӗрисем каланӑ тӑрӑх, эпир укҫа-тенкӗ перекетлеме пултаратпӑр, анчах та манӑн пурне те ӑнлантарас килет: ҫынсем ҫинче эпир перекетлемӗпӗр", - палӑртнӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан ҫавӑн пекех ĕҫ хучĕсене илме правӑна ҫирӗплетме тӑратмалли тапхӑра ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. 2016 ҫулччен ҫакӑн пек кăтартусене ҫур ҫулта  тӳрлетӳ кĕртмелли норма пулнă. Хальхи вӑхӑтра граждансен правине кашни кварталта ҫирӗплетме тивет.

"Ман шутпа тӗрӗс мар. Ҫак факта пӑхса тухма тата ытти регионти ӗҫтешсем тунӑ пек, ӗлӗкхи нормӑна тивӗҫлӗн тавӑрма сӗнетӗп", - пӗтӗмлетнĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж



13 февраля 2020
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter