"Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнăҫламалла, вĕсемпе ячĕшĕн кăна ĕҫлеме юрамасть», - тенĕ Олег Николаев
Нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвне тухнă Ҫыру пирки тĕплĕн калаҫнă, ăна пурнăҫа кĕртессипе йышăннă Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн планĕ ҫинчен сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин ӑна пурнӑҫлама федераци тата регион бюджетӗнчен пысӑк укҫа-тенкӗ тăкакланассине пĕлтернĕ.
Планра палӑртнӑ тӗп тӗллевсенчен пĕри - экономика ӳсӗмне тивӗҫтересси, ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси тата инвестици калӑпӑшне ӳстересси, ҫемье институтне пулӑшу парасси, халӑха социаллӑ пулӑшу памалли тытӑма аталантарасси, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн сферинче пахалӑхлӑ улшӑнусем тӑвасси, культурӑпа спорта аталантарасси.
Сӑмахран, 2020 ҫулта Элӗк салинче ишмелли бассейн, республикăра шкулчченхи 9 вӗренӳ организацийӗ тума пуҫлӗҫ, Шупашкар хулипе Куславкка районӗнче 2 шкул, ял тăрăхĕнче 6 фельдшерпа акушер пункчӗ тата социаллӑ культура объекчӗсем туса хута ярӗҫ. Регионта вӑтам медицина пӗлӗвӗпе специалистсем хатӗрлес ӗҫе пурнӑҫлакан професси пӗлӗвӗ паракан организацисен шутне ӳстерме палӑртнӑ.
Ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе килӗшӳллӗн 2020 ҫултанпа республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 1-4 классенче вӗренекенсене тӳлевсӗр сывӑ вӗри апат ҫитерессине йӗркелеме палӑртнӑ. Ку мера Чӑваш Енри 63 пин ытла ачана пырса тивӗ. Паян ку ыйтӑва муниципалитетсен шайӗнче татса параҫҫӗ.
Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр районсенче шкул ачисене вӗри апат ҫитерессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухнине асӑрханӑ. "Тӗрӗслеве илме ҫак ыйтӑва хушатăп. Программа авăн уйăхĕн 1-мӗшӗнчен вăя кĕрет, хӑш-пӗр чухне ертӳҫĕсем ыйтăва туллин пурнăҫласшăн мар. Федераци укҫине кӗтсе, ыйтăва прахăҫласа хăварма юрамасть. Мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла, ачасене апатлантармалла", - ҫирĕппĕн каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.
Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ тӗллевсене пурнăҫа кĕртессипе тăрăшса ĕҫлемеллине асăрхаттарнă. Социаллӑ, экономика тата технологи енчен татса памалли тӗллевсене пурнӑҫлама Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен, муниципалитет пӗрлӗхӗсен пĕрле килӗшӳллӗн ĕҫлемеллине палăртнă.