Чӑваш Енре хӗллехи тапхӑрта пушарта вилнисен шучӗ чакни палӑрать

В Чувашии отмечается снижение количества погибших на пожарах в зимний периодЧӑваш Енре 2019 ҫулхи юпа уйăхĕн1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи нарăс уйăхĕн 1-мӗшӗччен пушарта вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 44 процент чакнине палӑртнӑ. Кун ҫинчен нарăс уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Вениамин Петров, кашни эрнере Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ертсе пыракан канашлура пӗлтернӗ.

Республикӑра пурӗ ҫӳлерех палăртнă тапхăрта 452 пушар (пĕлтĕр – 349) регистрациленӗ, ҫавна пула 19 ҫын (пĕлтĕр ҫак тапхăрта – 34) вилнӗ. 55 ҫын ҫӑлӑннӑ ( пĕлтĕр – 34). Пушарсене пула, пурлӑх 45 миллион ытла тенкӗлĕх пĕтнĕ. 18 вилнӗ  ҫынсенчен вун тӑваттӑшӗ эрех-сӑрана пула, пушарта ҫунса пурнăҫа татнă.

Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа республикӑра 107 пушар тухнă, вӗсенче 7 ҫын вилнӗ, вӗсенчен улттӑшӗ ӳсĕр пулнă пушарсем вăхăтĕнче.

 "Ҫулран-ҫул пирӗн регионта пушарта вилнисен 70 проценчĕ ытла ӳсĕр ҫынсем. Ку  ҫав тери пысăк йывӑрлӑх. Профилактика ӗҫне хастар ирттернĕ,  МИХсенче тăтăшах кирлĕ пек хыпарсем тухнă пулин те лару-тăру ырă енне куҫса пыни курăнмасть", - асӑрхаттарнă Вениамин Петров.

Ӑшӑ хӗл вилнисен шутне чакарма витĕм кӳчĕ. Хĕллехи тапхăрта шăнса вилнисем сахал пулни сисĕнет. Ăшă хĕл инфратытӑм тата пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн объекчӗсем ҫинчи аварисене чакарма пулӑшнă.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑрусен патшалăх комитечĕн ĕҫченĕсем юр пухăннă тĕлте пăрсем капланнă вырăнсене сыхă тăраҫҫĕ, тепре чухне халăх ҫуртсем тăрринчен пăрсем ӳкнипе те сахал мар инкеке лекни пулкалать.  Ҫуркуннехи тапхăра хатĕрленес ĕҫ те хĕрӳ пырать, шыв-шур каяссинчен те специалистсем кулленех тĕрĕслесе тăраҫҫĕ.

 Паянхи канашлура ҫывхарса килекен Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи кунне халалланӑ мероприятисем  пирки те сӳтсе явнă.

Чӑваш Ен Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, районсемпе хуласенче 900 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Чӑваш Ен вӗренӳ организацийӗсенче оборона-массӑллӑ тата спорт ӗҫӗн уйӑхлăхĕ иртет, ун шайӗнче 130 пин ытла ҫын хутшӑнасси паллă.

  Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская халӑх йышлӑ пухӑннӑ пур ҫӗрте те дезинфекци мероприятийӗсем  ҫителĕклĕ таран ирттермеллине каланă. Вӑл пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хулинче ОРВИ ятлӑ чир 15 ҫулсенчи тата аслӑрах халӑх хушшинче пысӑклатать. Вӑл санитари нормисене тата правилӑсене тытса пыма, ҫавăн пекех ОРВИпе грипп паллисене кӑтартакан массӑллӑ мероприятисене хутшӑнма сӗннӗ. 

Фоторепортаж



17 февраля 2020
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter