Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хушнипе республикӑра кирлӗ газшӑн шутлавсен комплекслӑ анализне туса ирттерӗҫ

По поручению врио Главы Чувашии Олега Николаева в республике проведут комплексный анализ расчетов за потребленный газНарăс уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан канашлура газшӑн кирлӗ расчетсене тивӗҫтермелли ыйтăва ҫӗкленӗ.

Район тата хула администрацийĕсен пуҫлӑхӗсемпе, ҫавӑн пекех «Газпром межрегионгаз Чебоксары»  ТМЯО генеральнӑй директорӗпе Кияметдин Мифтахутдиновпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн темиҫе муниципалитет ӗҫ тӑвакан производство урлӑ газ тӳлевӗсене тивӗҫтермелли режимра пулнине, сӑлтавсӑр тӑкакланнине палăртнă.

Олег Николаев шухӑшӗпе, отрасльсене комплекслӑ реформӑлани пĕлтерĕшлĕ, ҫав шутра коммуналлӑ хуҫалӑхӑн  хутса ăшăтмалли тытăма тата ытти элеменчĕсене улăштарни вырăнлă.

"Питӗ пĕлтерĕшлĕ ыйту, уйрӑм районсем газшӑн парӑмлӑха чакарас ҫулпа кайма май тупнӑ ӗнтӗ. Ытти муниципалитетсем, республикӑри пысӑк пулӑшăва тĕпе хурса тата пулӑшу ӗҫӗсен процесне шалти мобилизациленипе тата халӑха пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе пулӑшу ӗҫӗсен процесне реформӑлас енӗпе нимӗн те тумаҫҫӗ", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Пуш уйӑхӗнче газ парӑмне татас енӗпе канашлу ирттерме палӑртнине хыпарланă Олег Николаев. Чăваш Республикин Строительство министерствине, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службине, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине ҫак ыйтупа комплекслӑ тишкерӳ ирттерме, ҫивӗч ыйтусене татса памалли конкретлӑ сӗнӳсем хатӗрлеме хушнине пӗлтернĕ.

 Фоторепортаж



17 февраля 2020
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter