Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканĕ Олег Николаев "МегаМикс" ТМЯО генеральнӑй директорӗпе Василий Фризенпа тата "Юрма" агрохолдингӑн генеральнӑй директорӗпе Сергей Разаевпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ

Обсуждены планы развития птицеводческой компании «Юрма»Нарăс уйăхăн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканĕ Олег Николаев "МегаМикс"  ТМЯО генеральнӑй директорӗпе Василий Фризенпа тата "Юрма" агрохолдингӑн генеральнӑй директорӗпе Сергей Разаевпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен "Юрма" кайӑк-кӗшӗк компанийӗн аталанӑвӗн планне сӳтсе явнӑ, унӑн хуҫи пӗлтӗр "МегаМикс"компанисен ушкӑнӗ пулнине палăртнă.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче "Юрма" кайӑк-кӗшӗк ӗрчетмелли чи пысӑк компани Чӑваш Республикин социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприятисен йышне кӗнине палӑртнă.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканĕ предпринимательсене ӗҫ тӑвакан производство объекчӗсене модернизацилеме тата юсаса ҫӗнетме пулӑшакан пысӑк инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑшӑн тав тунă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, Шупашкар таврашӗнчи сывлӑша экологи хӑрушсӑрлӑхӗпе тивĕҫтересси пирки ыйтӑва хускатнӑ. Ырӑ мар шӑршӑ таврана час-часах сарăлни ҫинчен  пурӑнакансем тăтăшах пĕлтернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Сергей Разаев ҫак ыйтӑва халӗ татса парссипе тĕрлĕ енлĕн ĕҫленине хыпарланă. Агрохолдинг хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене пурне те пурнӑҫласа пынине асăннă.  Ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вӗҫлессине палăртнă. Органикӑллӑ удобрени – тавралӑх хутлӑхӗн объекчӗсем валли хӑрушсӑрлӑх мар, унпа Чӑваш Республикин тата Марий Эл Республикин фермерӗсем усă кураҫҫĕ тенĕ вăл.

Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ инвестор ҫулталӑкра 20 пин тонна хӑвачӗпе компостанцилекен икӗ цех хута янӑ. Малашне агрохолдинг тислӗке гранулированиллӗ удобрени хатӗрлемелли завод тума шутлать. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, ҫак проекта пурнӑҫлани Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци Пухӑвӗн Ҫырӑвӗнче палăртнă хупӑ цикл экономикине куҫас ыйтусене татса пама пулӑшасси куҫкĕретех.

Предпринимательсем ҫавӑн пекех Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче холдинг предприятийӗсем патне пымалли ҫулсене йӗркене кӗртес енӗпе республика Правительствине витĕм кӳме ыйтнӑ.

Кĕскен пĕлме:

Хальхи вӑхӑтра "Юрма" агрохолдинг йышне чӑх-чӗп фабрики, комбикорм завочӗ, ҫавӑн пекех суту-илӳ предприятийӗсен сечӗ кӗрет. 2019 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 40,4 пин тонна кайӑк аш-какай тирпейлесе кăларнă. Улатӑрти заводра пӗлтӗр 76,3 пин тонна комбикорм туса хатӗрленӗ.

Фоторепортаж



17 февраля 2020
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter