Шупашкарта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлнă

В Чебоксарах открылся новый детский сад Нарăс уйăхĕн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти «Солнечный»  микрорайонта "Лучик" ача садне уҫма хутшӑннă.

Олег Николаев савӑнӑҫлӑ церемоние хутшӑнакансене саламланă, вӗренӳ яланах бюджет тӑкакӗсен чи пысӑк статйисенчен пӗри пулнине палӑртнă.

"Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин халӑх сыхлавӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗрре мар каланӑ. Вӗренӗве, сывлӑх сыхлавне, культура сферине кӗрекен укҫа-тенкӗ ҫынна тӗп инвестици пулмалла. Хальхи ачасем пирӗн пуласлӑх, ҫавӑнпа пирӗн ача сачӗсем туса вӗсене аталантармалли майсем  йĕркелемелле. Урӑхла каласан, пирӗн илемлӗ ҫуртсем лартмалла кӑна мар, вӗсен анлӑхне хальхи оборудованипе, технологисемпе тултармалла. Кӑҫал Чӑваш Енре ҫавнашкал тата 9 ача сачӗ тума палӑртнӑ, ҫапла вара эпир шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен черетне пӗтерме тӗллев лартатпӑр", – палӑртнă республика Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. Ҫавӑн пекех вӑл ача сачӗн ушкăнне, ашшӗ-амӑшне тата ачисене ҫитӗнӳсем тата ырӑ кӑмӑл-туйӑм суннӑ. 

"Солнечный" микрорайонри ача садне тӑвас ӗҫе Шупашкар хулин территорийӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ачасемшӗн 2-мӗш уйӑхран пуҫласа 3-мӗш ҫулччен хушма вырӑнсем йӗркелес енӗпе программа шайӗнче пурнӑҫланӑ.

Ача сачӗ 250 вырӑнпа танлашнӑ, 14 ушкӑн йӗркеленӗ, ҫав шутра ясли те. Шкулчченхи ачасем валли музыкӑпа гимнастика уйрăмĕсем, LEGO-студи, пултарулӑх мастерскойӗсем, психолог, логопед, бассейн, медицина пӳлĕмне хатӗрленӗ. Территорире вӑйӑ тата  спорт площадкисем пур.

Ача сачӗн заведующийӗ Наталия Киселева ача сачӗ микрорайон ҫыннисемшӗн пуриншӗн те тахҫантанпа кӗтнӗ парне пулни ҫинчен пӗлтернĕ.

Олег Николаев кабинетсен пахалӑхне, кухня оборудованийӗн ӗҫне курса хакланă, гончарнӑй, столярнӑй мастерскойне ҫитсе курнă,  ачасемпе калаҫнă.

Палӑртса хӑваратпӑр: кӑҫал "Солнечный" микрорайонра шкулчченхи тепӗр вӗренӳ учрежденийӗ тума палӑртнӑ. Пурӗ 2020 ҫулта Шупашкарта шкулчченхи 6 вӗренӳ учрежденийӗ тума тĕллев тунă.

Фоторепортаж



19 февраля 2020
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter