Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне чакарассине хирӗҫлекен саккун проектне ырланă

Кабмин Чувашии одобрил проект закона против уменьшения величины прожиточного минимумаНарăс уйăхĕн 19-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Правительствин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ, унта Чӑваш Енре  ҫынсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен калакан cаккунне улшӑнусем кӗртнине ырланӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ларӑвӗнче Олег Николаев Чӑваш Республикинче пурӑнакан граждансен социаллӑ хӳтлӗхӗн шайне сыхласа хӑварас тӗллевпе пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫин калӑпӑшне чакармалла мар тенĕ. "Ҫакӑнтан халӑхӑн пособийӗ мĕнле пуласси паллă, ҫавӑнпа та ыйту питӗ пĕлтерĕшлĕ", - палӑртнă регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Вӑл хушнипе Чӑваш Ен Ĕҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тивӗҫлӗ саккун проектне хатӗрленӗ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк  виҫе калӑпӑшне малтанхи квартал шайӗнче палӑртма сӗннĕ.

Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн  тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алена Елизарова ҫак улшӑну Чӑваш Енре пурӑнакан 107 пин ытла ҫыннăн социаллӑ пулӑшу шайне сыхласа хӑварма май панине палӑртнă.

Ырланӑ саккун проектне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне пӑхса тухма ярса парĕҫ.

Олег Николаев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче тивӗҫлӗ йышӑнӑва  туса хăварассине шанса каланă.

Фоторепортаж



19 февраля 2020
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter