Республикăра пушара хирĕҫ кĕрешекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме палӑртнӑ

В бюджете республики планируется предусмотреть увеличение оплаты труда пожарных и спасателейНарăс уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑри «Профсоюзсен организацийӗсен пӗрлешӗвӗ» Союз членӗсемпе  ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ.

Тӗлпулура "Чӑвашреспроф" председателӗ Анатолий Коршунов республикӑри профсоюз организацийӗсен ӗҫ-хӗлӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панă, ĕҫ тата ӗҫпе тивӗҫтерес сферӑри ҫивӗч ыйтусемпе паллаштарнă.

Вӑтам ӗҫ укҫи пирки сăмах пуҫарнă май,  вăл регион аталанӑвӗн тӗп индикаторӗсенчен пӗри пулнине асăннă Олег Николаев, Чӑваш Енре халӑх тупӑшне ӳстерес тӗллевпе бюджет сферинче, коммерци тытӑмӗсенче ӗҫлекенсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Сӑмахран, предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне лайӑх условисем туса парас тӗллевпе хальхи вӑхӑтра Раҫҫей регионӗсенчи налук енĕпе ĕҫ опычӗсене активлă тишкереҫҫӗ. Асӑннӑ ыйтусене 2020 ҫулхи  ака уйӑхӗнче тата ҫу уйӑхӗнче предприниматель пӗрлӗхӗсен тӗрлӗ площадкисенче сӳтсе явӗҫ. Ҫу вӗҫӗнче вӗсене ҫитес ҫул бюджетра шута илмелли йышӑнусем туса хатӗрлемелле.

Бюджет сферине илес пулсан, Олег Николаев ӗҫ укҫин чи пӗчӗк шайне бюджетсен хушшинче тивӗҫлӗ  тумаллине, тытӑма трансформацилеме кирли ҫинчен каланă.

Калаҫу вăхăтĕнче Чӑваш Енри ГКЧСне тата Раҫҫей МЧСĕн территори органӗсене пӑхӑнса тӑракан пушар хуралӗн тата шыравпа ҫӑлав службисен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫин тӳлевне хускатнӑ. Професси тивӗҫӗсемпе задачисем пӗрешкел пулнине пӑхмасӑрах федераци те, республикӑри служба ӗҫченӗсем те пӗрешкел хӑрушлӑхсемпе тĕл пулаҫҫĕ пулин те, ĕҫ укҫин шайӗ палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать.

"Вӗсем пӗр тĕллевсенех пурнӑҫлаҫҫӗ тата пӗр пекех хӑрушлӑха хирĕҫ кĕрешеҫҫĕ.Ҫавӑнпа та эпир бюджета ҫӗнетес шайра ку енӗпе 5000 тенкӗ чухлӗ ӗҫ укҫи ӳстерме йышӑну турӑмӑр. Ӗҫ укҫи ӳсни 30 процента яхӑн пулать", - тенĕ Олег Николаев, бюджета тӳрлетӳсем кӗртессине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырлама палӑртнӑ.

Профсоюз юхӑмӗн представителӗсем калаҫу вăхăтĕнче ӗҫ ветеранӗсене социаллӑ пулӑшу парассине, диспансеризаци, чирсене хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫне йĕркелессине, санаторипе курортпа сипленмелли майсем туса парассине, бюджет учрежденийӗсенче оптимизаци тунине, хула тулашӗнчи сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсен тытӑмне сыхласа хӑварассине тата ытти ыйтусене те ҫĕкленĕ.

Фоторепортаж



19 февраля 2020
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter