Олег Николаев "Пероран пуҫласа софта ҫити " ятлă педагогика форумне старт панă

Олег Николаев дал старт педагогическому форуму «От пера до софта»Нарăс уйăхĕн 20-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев " Пероран пуҫласа софта ҫити " ятлă педагогсен форумне хутшӑннă.

 Мероприяти пуҫланиччен, чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев С.А. Абруков ячĕллĕ наука коллаборацийӗн ҫуртне ҫитсе килнĕ. Унта вăл форума хутшӑнакансем йӗркеленӗ инноваци площадкисен ӗҫӗпе паллашнă, "Пероран пуҫласа софта ҫити" курав ĕҫне курса хакланă.

 И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗн сцени ҫинчен педагогика ӗҫченӗсене саламланӑ май, Олег Николаев ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫре вĕрентекенсен пӗлтерӗшĕ пысăк пулнине палӑртнă.

 "Эсир тӑвакан ӗҫрен ыран мĕнле пуласси пĕтĕмпех килет. Унӑн пахалӑхӗ, пирӗн ҫитӗнӳсем. Мӗншӗн тесен пӗлӳ, сывлӑх сыхлавӗ, культура пайне тимлĕх уйăрни - ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫынна инвестици хывни пулать.  Тепĕр тесен, эсир пуласлӑх никӗсне хыватӑр, пирӗн ачасене пӗлӳ парса аталантаратӑр. Чӑваш Республикин Правительстви вӗренӳ шайне аталантарасси ҫине чи пысăк тимлӗх уйӑрӗ. Бюджета малашне улшӑнусем кӗртес шайра эпир шкулчченхи, вӑтам, професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене тĕпрен ҫĕнетсе пыма пулăшу уйăрма пăхса хăварăпăр", - тенĕ регион Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

 Олег Николаев педагогсене, бизнес представителӗсене тата влаҫ органӗсене интеграци енӗпе малалла аталанма, инновациллӗ инвестици проекчӗсем хатĕрлеме чӗнсе каланă. Тӗллевсене пурнӑҫлама наци проекчӗсем пысăк витĕм кӳмелле.

Торжествăлла пай вĕҫленес умĕн   ертӳҫĕсем вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансене патшалӑх наградисене парса чысланă.

 

Справка:

Паян республикăри вӗренӳ тытӑмӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин "Вӗренӳ" наци проектӗнче палӑртнӑ стратегиллĕ тĕллевсене пурнӑҫлас тата Раҫҫей вӗренӗвӗн глобаллӑ конкурентлӑхне иксӗлми аталантарассипе палӑртнӑ стратегипе экономика задачисене пурнӑҫлассипе тăрăшса ĕҫлет. 

Фоторепортаж



20 февраля 2020
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter