«Пурнăҫламан ĕҫшĕн тӳленĕшĕн ҫирĕп явап тыттарăпăр», - тенĕ Олег Николаев

Олег Николаев: «За оплату невыполненной работы бить будем больно»Нарăс уйăхĕн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикинче Коррупципе кӗрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларӑвне ирттернĕ.

Олег Николаев пĕлтернĕ тӑрӑх, федераци бюджетӗнчен наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн социаллӑ аталанупа экономика пайне пулӑшу пама пысӑк укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

"Ҫавӑн пек пысăк укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ чухне кашни  ĕҫĕн уҫăмлă пулмалла, вӗсемпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне тивӗҫтересси питӗ кирлӗ. Социаллӑ инфратытӑмӑн, коммуналлӑ хуҫалăхпа ҫул-йӗр тытăмĕнче конкретлӑ объектсем пулмалла, хальхи вӑхӑтри требованисене тивӗҫтермелле тата халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма витӗм кӳмелле", - палӑртнă вӑл.

Комиссине хутшӑнакансем хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес тата тирпей-илем кӗртес енӗпе пурнӑҫлакан проектсен шайӗнче ӗҫ тухӑҫлӑхӗн пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлӗн пӑхса тухнă, уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалли  ҫинчен канашланă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Чăваш Республикин Строительство министерствине проектпа смета ĕҫ-хĕлне ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, Чăваш Республикин Финанс министерствине укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене тишкерме каланă.   

Муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсенчен 2019 ҫулта пурнӑҫланӑ тирпей-илем объекчӗсене инвентаризацилеме хушнă, ҫитменлĕхсем пулсан ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пĕтерме ыйтнă.

"Кирлĕ пулсан, общественноҫ енчен тӗрӗслеве вӑйлатмалли май пур. Кун ҫинчен эпир пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн представителӗсемпе те калаҫрӑмӑр. Контракт  йĕркелессин пур тапхӑрӗнче те тӗрӗслесе тӑмалла: проектлассинчен пуҫласа хута яриччен тата гаранти срокӗ шайӗнче эксплуатацине кĕртичченех", – тесе каланă хăй шухăшне Олег Николаев.

"Пурнăҫламан ӗҫшӗн тӳлеме юрамасть. Куншӑн ҫирĕп явап тыттарăпăр.  Пăтăрмахсем тупса палăртнă фактсене  тишкерӳ тума хушатăп. Айӑплисене  явап тыттармалла. Малашне вара – ку тӗрӗслевсене тата та ҫирĕп йĕркепе пурнăҫламалла", хушса каланă сăмаха регион  Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

 Фоторепортаж



20 февраля 2020
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter