Чӑваш Енре контактсӑр майпа тунӑ йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучӗ 60% ӳснӗ
Нарăс уйăхĕн 20-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнĕ. Мероприятие видео-ҫыхӑну режимӗнче муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, право сыхлавӗн территори подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннă.
Ертӳҫĕсем преступленипе кӗрешнин пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсене, ҫавӑн пекех право сыхлавӗн органӗсем умӗнче тӑракан право йӗркине тивӗҫтермелли тӗп тӗллевсене сӳтсе явнӑ.
2019 ҫулта Чӑваш Республикин территорийӗнче 12,5 пин йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнĕ, ҫакӑ 2018 ҫулхинчен 5% ытларах. Преступлени тытӑмӗнче 12% граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хирӗҫ преступленисем, 9% – экономика пайĕпе ҫыхăннисем, 8% вара наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗн сферинче.
Ҫынсен пурлăхне ҫаратассипе ҫыхăннă тĕслĕхсем ытларах пулнине палăртса каланă Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев. Ытларах халăхран телефонсем урлă суя хыпарсемпе пурлăха хапсăнас текенсен шучĕ палăрать.
"Паянхи кун цифра технологийӗсем аталаннӑ май граждансемпе хутшӑнакан преступленисен формисем аталанаҫҫӗ, апла пулсан профилактика ĕҫĕсене ытларах йĕркелемелле", - палӑртнă регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.
Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков ҫав преступленисемпе кӗрешес енӗпе специализациленӗ подразделени тӑвасси ҫинчен пӗлтернĕ. Контактсӑр майпа тунӑ преступленисен шучӗ мĕнпур кăтартуран 60% ҫитнӗ. Право хуралĕнче тăрăшакансем тăтăшах йĕрке пăсакансене сыхă тăраҫҫĕ.
"Йĕрке пăсакансене тупса палăртассин кăтартăвĕ 37% ӳснӗ. Виҫҫӗр преступника уголовлӑ майпа явап тыттарма йышăннă, вӗсенчен ҫĕр иккĕшĕ ытти регионта пурӑнакансем", - пӗлтернĕ ведомство пуҫлӑхӗ. Ҫав вӑхӑтрах, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пин факт уҫӑмсӑр тӑрса юлнӑ. Пӗтӗмӗшле республикӑра пурӑнакансенчен ултавҫăсем 113 млн тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Граждансене асӑрхаттарас енӗпе анлӑ ӗҫ ирттерме йышӑннӑ. Анлӑ сарӑлнӑ схемӑсем ҫинчен тивӗҫлӗ материалсем пурӑнмалли секторта, вӗренӳ заведенийӗсенче, суту-илӳпе, медицина тата социаллӑ организацисенче, общество транспортне вырнаҫтарма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ҫак темӑна Пĕрлехи информаци кунӗнче ӗҫ коллективӗсемпе сӳтсе явмаллине каланă.
Алимент пирки ыйтăва пăхса тухнă канашлура, парăмсем ҫинчен чарăнса тăнă.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн УФССП Чӑваш Республикинчи уйрăмĕпе тата Ашшӗсен канашӗсен представителӗсемпе, Хӗрарӑмсен союзӗн пайташĕсемпе пӗрле парӑмлисене йыхравласа уҫă канашлу ирттермелли ҫинчен каланă. Район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссисен ӗҫ процесӗнче общественноҫа явӑҫтармаллине, профилактика ĕҫĕсене ытларах ирттермеллине каланă.