Олег Николаев Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашӗ ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ

Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашне социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗн комплекслӑ анализне пурнӑҫлас тӗллевпе, приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсем енӗпе тӗп сӗнӳсем хатӗрлес тата экономика, финанс, социаллӑ политикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас тӗлĕшпе йӗркеленӗ.

Канаш Чӑваш Республикин саккунӗсен проекчӗсене тишкерсе хак пама, Чӑваш Ен Правительствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш республикин влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн чи тухӑҫлӑ варианчӗсем енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме пулӑшӗ.

Канаш йышне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен представителĕсем, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Чӑваш Республикин Общество палатин членӗсем, экономикӑпа социологи енӗпе тăрăшакан экспертсем, организацисен ертӳҫисем, предпринимательсем, обществӑпа ӗҫ пӗрлӗхӗсен, общество ӗҫченӗсен представителӗсем кӗрӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикинче  Экономикăн аслă канашне йӗркелес ӗҫ Чăваш Ен Пуҫлăхн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарӑвӗпе пуҫланнӑ. "Канаш тӗллевӗ - управленине тата региона аталантарас енӗпе патшалӑх влаҫӗн органӗсен наукӑпа никӗсленӗ ӗҫ-хӗлӗн стратегийӗн шайӗнче ӗҫе йӗркелесси. Унӑн ӗҫӗн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ - экономикӑна диверсификацилеме тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума май паракан чӑн-чӑн проектсем тăратасси", -  тесе палӑртнă хăй вăхăтĕнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

РФ Патшалăх Думин финанс рынокӗ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн  председателӗ Анатолий Аксаков, Экономикăн аслă канашӗн ӗҫне явӑҫма килӗшнӗскер, предпринимательсен, ҫав шутра ҫак площадкӑна тӑвас енӗпе ытти регионсем те кăсăкланнине палăртнă.



21 февраля 2020
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter