Чӑваш ен Ҫӗнтерĕве 75 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет

Чувашия готовится к празднованию 75-й годовщины Победы  Нарăс уйăхăн 21- мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ кунне Чӑваш Республикинче хатӗрлес тата ирттерес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернĕ.

Правительство членӗсем, вӑй ведомствисен представителӗсем, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем, ветеран организацийӗсен членӗсем юбилей кунне уявлама хатӗрленмелли программăна тӗплӗн сӳтсе явнă.

Ҫу уйăхĕн 9-мӗшӗнче тӗп уявсене Чӑваш Ен тӗп хулинче виҫӗ площадкӑра ирттерӗҫ.  "Ҫӗнтерӳ" комплексра чечек хурасси, пӗрлешӳллӗ полк, техника, "Вилӗмсӗр полк" хутшӑнакансене Ҫӗнтерӳ Парадне ирттерессине йӑлана кӗнӗ йӑлапа республика тӳремĕнче уявлама палӑртнӑ, Парадӑн сывлӑшри пайӗ Юханшыв порчӗн районӗнче пулӗ.

Кӑҫал республикӑн тӗп хулинче "Ҫӗнтерӗвӗн ячӗ пур"ҫӗнӗ проекта хута ярӗҫ.  Ака уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗпе асӑннӑ пур урамсенче те Чӑваш енре ҫуралса ӳснӗ ҫынсем ҫинчен калакан информаци куравĕсене вырнаҫтарӗҫ. Ҫак практикăна пӗтӗм республикипе сарма чĕнсе каланă, кашни муниципалитетра ентешсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерекен стендсем пулччĕр тенӗ.

Уява хатӗрлес ӗҫе 1000 ытла волонтера явӑҫтарнӑ, вӗсем мемориалсене, палӑксене тирпей-илем кӗртес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Волонтерсем ветерансене ҫуртсенче тасалӑхпа йӗркене кӗртме пулӑшаҫҫӗ.

Алла Салаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ятĕнчен Ӗҫ ушкӑнӗн членӗсене республикӑри кашни ветерана пур енлӗ тимлӗх уйӑрма сĕннĕ. Шӑпах вӗсем мероприятисен тӗп хӑнисем пулмаллине асăнса хăварнă.

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен массӑллӑ мероприятисене ҫӳреме пултарайман ветерансен патне киле ҫитсе килмелле. "Саламлани адреслӑ пулмалла. Кашни ветеран валли уйрӑм план хатӗрлемелле. Кашни ветеран "Тавтапуҫ" тенине илтни питӗ пĕлтерĕшлĕ, -  тесе пĕлтернĕ Алла Салаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хушса хăварнă ĕҫе.

Ларура ҫавӑн пекех массӑллӑ акцисем вăхăтĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермеллине, ветерансене медицина пулӑшӑвне вăхăтра памаллине тата та ытти нумай ыйтусене сӳтсе явнă.



21 февраля 2020
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter