Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ ҫумӗнчи канаш ларӑвне хутшӑннă май Олег Николаев "АВТОВАЗ" АОра пулнă

Олег Николаев в рамках участия в Совете ПФО посетил АО «АВТОВАЗ»   Нарăс уйăхĕн 21-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Самара облаҫӗнче ĕҫлĕ визитпа ҫӳрет.

Унта вăл паян «Жигулевская долина» технопаркра РФ Президенчӗн  Федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ертсе пыракан канаш ларăвне хутшăнать. Ертӳҫĕсем  ача-пăча спортне аталантарас енӗпе ыйтусене сӳтсе яваҫҫĕ.

 Лару пуҫланас умӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен ертӳҫисем "АВТОВАЗ" легендарлӑ завода ҫитсе курнă. 2020 ҫулта Тольяттире ВАЗ-2101 пӗрремӗш автомобиль кӑларнӑранпа 50 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Хӑнасене LADA ятарлӑ автомобильсен линейкипе паллаштарнă. Официаллӑ ҫынсем производство линийӗ ҫине кӗрсе чи паллӑ модельсен тест-дрейвӗсем ирттернĕ.

Олег Николаев ҫӗнетнӗ LADA Vesta Sport тата LADA XRAY кроссовер руль умне ларса курнă, тĕплĕнрех паллашнă.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев автомашинăна ырланă. Вăл каланă тăрăх, транспорта лайӑх пуянлатнӑ тата наци проекчӗсене пурнӑҫланине шута илсе питех те халăхшăн кирлӗ пулма пултарассине палăртнă. 

Фоторепортаж



21 февраля 2020
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter