Паян Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне паллă тăватпăр

Паян Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне паллă тăватпăр. Раҫҫейри 2010 ҫулхи  халӑх ҫыравĕн  кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пирĕн ҫĕршывра чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1,04 млн яхӑн ҫын шутланать. Ку тӗлӗнмелле цифра. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, чӗлхене, ҫырулӑха тӗпчекенсене, студентсене, филологи факультетӗнче тăрăшакансене чун-чӗререн тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене,  халӑхӑн йӑли-йӗркипе культурине, историне упраса хӑварассишĕн ырми-канми тăрăшатăр, ҫитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма вĕрентсе пыратăр.



21 февраля 2020
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter