Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен хисеплӗ ҫар ҫыннисемпе ветеранӗсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак уяв Раҫҫей салтакӗн чысӗпе хӑюлӑхне, тӳсӗмлӗхӗпе паттӑрлӑхне сӑнарлать.

Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫлессинчен, унӑн наци интересӗсене хӳтӗлессинчен сумлӑрах тата пархатарлӑрах ӗҫ урӑх ҫук. Хӑть хӑш саманара та ҫарпа флот Раҫҫейӗн ҫирӗп тӗревӗ пулнӑ, патриотизм тата ҫар тивӗҫне чунтан парӑнни пирӗн халӑхӑн нихӑҫан улшӑнми хаклӑхӗсем шутланаҫҫӗ.

Кӑҫал чаплӑ пулӑма – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗн­терӳ 75 ҫул тултарнине уявлатпӑр. Эпир ветерансен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫӑмӑра таятпӑр, пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ – ҫапӑҫу хирӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси.

Иртнӗ кун-ҫул тапхӑрӗсем пире мирлӗ пурнӑҫа хаклама тата упрама вӗрентеҫҫӗ. Ҫар тумӗллӗ кашни ҫыншӑнах паян ҫӗршыври тӑнӑҫлӑхран тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗнчен хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

Раҫҫей умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, ӑна чунтан парӑнса пурнӑҫлакан, аслӑ патшалӑхӑмӑрӑн мухтавӗпе хӑватлӑхне ӳстерсе пыракан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене тӑнӑҫлӑх, пӗтӗм лайӑххине тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                   Олег Николаев



22 февраля 2020
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter