Олег Николаева Раҫҫей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаева Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă.

"Нарăс уйăхĕн 23-мӗшӗ - хӑйне евӗрлӗ уяв, вӑл хӑюлӑх символӗ шутланать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗн­терӳ 75 ҫул тултарни пурсӑмӑра та аттесемпе асаттесен паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерет. Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса пурӑнни – пирӗн кашниншӗн тӗслӗх тата мораль ориентирӗ.

Хальхи вӑхӑтра миллион-миллион ҫынсен тӑнӑҫлӑхĕпе ырлӑхне сыхласа хӑваракансене, наци интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлекенсене, Раҫҫейӗн ҫирӗп аталанӑвне тивӗҫтерекенсене уйрӑмах хисеплемелле.

Сире сывлӑх, пур пуҫарура та ҫитӗнӳсем тата чи лайӑххи сунатӑп", - тенӗ салам йĕркисенче.  

 



22 февраля 2020
07:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter