Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Олег Николаева Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячĕпе саламланă

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаева Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячĕпе саламланă.

"Ҫак уяв Раҫҫей ҫарӗн патриотла, ҫӗнтерӳллӗ йӑли-йӗркисене, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ тата сыпӑкран сыпӑка сыхланса куҫса пынӑ ҫарсен ҫыхӑнӑвне сӑнарлать тесе ҫырнă салам йĕркисенче.

Паян эпир аттемӗрсемпе асаттесен – хӑйсене ҫар службине халалланӑ, Тӑван ҫӗршыва, Присяга, ҫар тӑванлӑхне шанчӑклӑ упракан ҫар мухтавӗн паттăрĕсене чыслатпӑр.

Сире ҫитӗнӳсем тата чи ыррине сунатӑп", - тенӗ саламра.

Олег Николаева  ҫавăн пекех ҫывхарса килекен уяв ячĕпе  Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ертӳҫисем, федераци тата республикӑри влаҫ органӗсен, предприятисемпе учрежденисен представителӗсем  ăшшăн саламлаҫҫĕ.



22 февраля 2020
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter