Чӑваш ен халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе регион-лидерсен шутӗнче

Чувашия отмечена в числе регионов-лидеров по вовлечению населения в систематические занятия физкультурой и спортомНарăс уйăхĕн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев Тольяттире Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн канаш ҫумĕнчи ларăва хутшăннă. Канашлура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче массӑллӑ, ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорчӗпе физкультурине аталантарасси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.

Канаш ларӑвне уҫнӑ май РФ Президенчӗн Федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров  хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийӗнче Атӑлҫи тăрăхĕ спортпа туслă чи паллă округ тесе хакланă. Округри регионсем ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем йышӑнма пултарнине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи спортсменсем вара тӗнчери ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннине ҫирӗплетсе панă.

"Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин массӑллӑ спортпа физкультура аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрать. Сывӑ, спорт йӗркине май килнӗ таран ытларах ҫын явӑҫтармалла. Ку тӗллев Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне тата ҫӗршывӑн тӗп аталанӑвне лайӑхлатма стратегилле вăй-хăват шутланать", – тенĕ полпред.

Ларӑва хутшӑнакансем спорт инфратытӑмне аталантарас енӗпе, ҫавӑн пекех регионти чи лайӑх паха ĕҫ опычĕсемпе ылмашӑннă.

Раҫҫей спорт Министрӗн ҫумĕ Марина Томилова Чӑваш Ене физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытассипе регион-лидерсен шутӗнче тесе ҫирĕплетсе каланă.

Республика пӗлтӗртенпех Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене пурнăҫлас тĕлĕшпе "Спорт – пурнӑҫ норми" анлӑ проекта пурнӑҫа кĕртессипе хастар ĕҫлет. 2024 ҫул тӗлне физкультурӑпа спорта хутшӑнас текенсен йышне ӳстерес тесе тĕллевлĕн ĕҫлет республика. Кăтарту та пысăк регионăн.  

Ҫул категорийӗсен йышӗнче физкультурӑпа спортпа ҫыхӑннӑ чи нумай пайӗ – 81 процентран ытла-ачасемпе ҫамрӑксен тӳпине лекет.

"Физкультурӑпа спорта, ача-пӑча спортне аталантарасси – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ янӑ Ҫырӑвӗнче палӑртнӑ индикативлӑ кӑтартусен никӗсӗ. Ача-пӑча спортне тимлени пире массӑлӑха, урӑхла каласан, пирӗн ҫитӗнекен ӑрӑва спорт юхӑмне явӑҫтарассине, тивӗҫтерме май парать", – тенĕ Олег Николаев. Ҫакна палӑртмалла: 2019 ҫул Чӑваш Ен спортсменӗсене Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗртес рекордлӑ ҫул пулса тӑчӗ: вӗсен списокне пирӗн республикӑри 202 спортсмен кӗнӗ, 19 ҫын 2018 ҫулхипе танлаштарсан ытларах.

Канаш ларăвне хутшӑнакансем шкул ачисемпе студентсем валли ирттерекен массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗсен анлӑн анлӑлатмалли ҫинчен калаҫнӑ. Сӑмахран, "КЭС-Баскет" турнирта 1,5 миллион ҫын хутшӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче "Ылтӑн шайба" тата "Туриада" общество проекчӗсем хӑйсене лайӑх енчен кӑтартса панă.

Ларура спорт сферине кадрсемпе тивӗҫтерессипе, пурӑнмалли вырӑнпа спортпа туслашма майсем туса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене шкулсен спорт площадкисемпе усӑ курма сӗннӗ.

"Шкулсен спорт инфратытӑмӗ ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетме  пулăшать", – палăртнă Игорь Комаров

Фоторепортаж



22 февраля 2020
06:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter