Олег Николаев Балтика флочӗн «Чувашия» ракетăллă катерăн тата «Новочебоксарск» база тральщикĕн экипажĕн членĕсемпе видеомост ирттернĕ

Олег Николаев провел видеомост с членами экипажей ракетного катера «Чувашия» и базового тральщика «Новочебоксарск» Балтийского флотаЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев «Чувашия» ракетăллă катерăн тата «Новочебоксарск» база тральщикĕн экипажĕн членĕсемпе видеомост ирттернĕ.

Олег Николаевпа пӗрле онлайн видеоҫыхӑнăва ҫар служащийӗсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗн ҫумӗ Бахтиер Холиков, ҫарпа патриотизм ӗҫӗнчи ҫар комиссарӗн помощникӗ Вячеслав Илюткин, "Чӑваш Республикин ҫар флочӗн ветеранӗсен Союзӗ" общество организацийӗн председателӗ Владимир Крюковский хутшӑннӑ.

Олег Николаев Раҫҫей ҫар служащийӗсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламланă. "Чӑваш Енре ҫуралнӑ тата ӳссе ҫитӗннӗ ачасене саламлама мана питӗ кӑмӑллӑ, паян Раҫҫей Ҫар Флотӗнче паттӑррӑн ӗҫлеҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрушӑн чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ", - палӑртнӑ вӑл.

Балтика хулинчен "Новочебоксарск" база тральщикӗн членӗсем Дмитрий Виноградов, Никита Разживин, Сергей Кузнецов тата Евгений Григорьев ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса службӑна мӗнле ирттерни ҫинчен каласа панă.

Никита амӑшӗ Ирина Разживина хӑйӗн ывӑлӗ, "Новочебоксарск" база тральщикӗнче ӗҫлеме тивӗҫлĕ пулнăшăн офицерсене тав тунă, унтан контрактпа службӑна малалла унăн ывăлĕ тӑсасса шаннине палӑртнă.

Олег Николаев ҫар служащийӗсен ашшӗ-амӑшне ывӑлсене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн тав тунӑ, вӗсене пур енчен те пулӑшма хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлӗ ҫар училищинче вӗренни ҫинчен тата ҫар службинче иртекен ашшӗ-амӑшӗн туйӑмӗсене питӗ лайӑх ӑнланни ҫинчен каласа панӑ.

Балтика тинӗс ҫар базин командирӗн ҫумĕ Олег Сывук хӑйӗн йышӗпе Балтика флочӗн Командующийӗн ячӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаева тата республика делегацине Тинӗс Ҫар Флочӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятисене чӗннӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  флот ертӳлӗхне ачасемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тунă. "Чӑваш ачисем ҫар тивӗҫне  ҫӳллĕ шайра пурнӑҫлани ҫинчен ырланине итлеме кӑмӑллӑ ", - тенӗ вӑл.

Фоторепортаж



24 февраля 2020
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter