"Пиллӗк тата ытларах ҫула ҫитмен ачаллӑ ҫемьесемшӗн тата та пулӑшу памалли хушма майсене пӑхса тухмалла», - тенĕ Олег Николаев

Олег Николаев: «Необходимо предусмотреть дополнительные меры поддержки для многодетных семей, имеющих пять и более несовершеннолетних детей» Кун ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн обществӑлла йышăну пӳлĕмĕнче  граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ вӑхӑтра пӗлтернĕ.

 Шупашкар хулинче пурăнакан Савко мăшăрсем 6 ача пӑхса ҫитӗнтереҫҫĕ. Вĕсем  пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас ыйту пирки сăмах хускатнă.  Олег Николаев вĕсен ыйтăвне хуравланӑ май, нумай ачаллӑ уйрӑм ҫемьен ыйтӑвне кӑна мар,  ытти пысӑк ҫемьесене  те пулӑшмалли майсем тупмалли  пирки каласа хăварнă.  

"Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене нумай ачаллă теме йышăннă. Вӗсене тивӗҫлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ паратпӑр. Анчах та ҫемьере ҫула ҫитмен  виҫӗ ача пулсан вăл хăйне евĕр аван, енчен те пиллĕк пулсан тата та вара пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Паллах ӗнтӗ, ҫак ҫемьесене пулӑшу пама тӗрлӗ майсем кирлӗ. Вӗсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне пӑхса тухма хушатӑп", - тенӗ вӑл.

Олег Николаев шухӑшӗпе, республика Правительствин республикӑри амӑшӗн капиталӗпе усӑ курмалли майсем ҫине тимлӗн пӑхмалла. Вӑл республикӑри нормативлӑ актсене паянхи кунпа килĕшсе тăракан ĕҫсем патне илсе ҫитерме кирлине палӑртнӑ. "Ҫывӑх вӑхӑтра республика амӑшӗн капиталӗпе усӑ курмалли майсене анлӑлатас тӗлӗшпе регионти саккунсене тишкерсе тухăпăр. Ҫемьесенче мӗн ытларах кирлине пӑхса тухăпăр", - ӑнлантарнă вăл.

Граждансене йышӑннӑ май ҫавăн пекех паян йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене,  ҫулсене, шывсене тивӗҫтермелли, ҫӑмӑллӑхлӑ ял ипотекин программисене, пӗтӗмӗшле ял территорийӗсене аталантармалли программӑсене сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлака Олег Николаев граждансене пӗрремӗш хут йышӑннă, пӗтӗмлетӳ туса ҫапла каланă: «Йывăрлăх кăларса тăратакан мĕнпур ыйтусене тытӑмлӑн татса памалла. Пур ыйту та хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ҫине комплекслӑ пӑхмалла, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек ыйтусем паян йышӑнӑва хутшӑнакансене кӑна мар хумхантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, республикӑра пурӑнакан ытти ҫынсем те ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ", - пĕтĕмлетнĕ сăмаха.

Фоторепортаж



25 февраля 2020
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter