Самбо енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ

Чăваш Енре самбо енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Республикăра кунашкал ăмăрту пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Чемпионат нарăсăн 27-мĕшĕнче пуçланса пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ.

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче иртекен ăмăртăва Раççейри1 пин ытла спортсмен пуçтарăнĕ, вĕсем медальсен 27 комплекчĕшĕн кĕрешĕç.

Чăваш Ен чысне 9 самбист хÿтĕлĕ. ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче тĕнчен тăватă хутчен чемпионки, 48 килограмм тайманнисен хушшинче ăмăртса Раççей чемпионкин ятне илнĕ Елена Бондарева та пулĕ. Сергей Береснёв тата Сергей Малов тренерсем патĕнче ăсталăхне туптакан спортсменка пĕлтĕр Раççей чемпионатĕнче, тĕнче кубокĕнче, Европа вăййисенче, тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
25 февраля 2020
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter