Чӑваш Енре социаллӑ тӳлевсене виҫӗ ҫул хушшинче пуҫласа индексацилеме сӗнеҫҫӗ
Кун ҫинчен Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2021 тата 2022 ҫулсенчи республика бюджечӗ ҫинчен" Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан проект пирки Чӑваш Республикин Правительствин черетлӗ ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – финанс министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ. Вӑл хăйĕн сăмахĕнче тӳрлетӳсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хушнипе бюджета кӗртнине палӑртрӗ.
Республикӑра граждансен социаллӑ тӳлевӗсене 2017 ҫултан пуҫласа индексациленменнине шута илсе, вӗсен индексацине вӑтамран 9,4% чухлӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫак тӗллевсемпе республика бюджетӗнчен ӗҫ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене тата реабилитациленӗ ҫынсене тӳлеме, ача валли кашни уйӑхра пособи пама, опекунсен ҫемйисене укҫа-тенкӗ тӳлеме, пурăнмалли ҫут-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тӳлевӗпе ҫыхӑннӑ пулăшусем валли ял специалисчӗсене тĕрев пама укҫа-тенкӗ хушма уйӑраҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне Олег Николаев хушӑвне тĕпе хурса республика бюджетӗнчен инвалидсемпе вӑрҫӑ участникӗсене, концлагерьте ӗҫлекенсене, «Жителю блокадного Ленинграда» паллине тивĕҫнисене кашни ҫын пуҫне хушма укҫа 25 пин тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.