Чӑваш Ен республика бюджечӗ 2020 ҫул валли тупӑш енӗпе 6,115 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳсет

Республиканский бюджет Чувашии на 2020 год увеличивается по доходам на 6,115 млрд рублей Нарăс уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2021 тата 2022 ҫулсенчи республика бюджечӗ ҫинчен"Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен ĕҫ хучĕн проектне  пăхса тухнă.  

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумĕ – финанс министрӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул валли республика бюджечӗн тупӑшӗ 6,115 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳсет, вăл вара 61,7 миллиард тенкӗ пулать тенĕ. "Ку вӑл ҫирӗплетнӗ бюджета 11 процент ӳснине кăтартса парать. Тупӑш калӑпӑшӗ 2019 ҫулхинчен 5 процент чухлӗ е 3 миллиард тенке яхӑн пысӑкрах", - тесе ăнлантарса панă вӑл.

Республика бюджечӗн тӑкакӗсем 7 миллиард 581,7 млн тенкӗ чухлӗ е ҫирӗплетнӗ бюджет ҫумне 14 процент чухлӗ ӳсеҫҫӗ, ҫулталӑк вӗҫнелле 62,9 миллиард тенкӗ калӑпӑшпа танлашасси куҫкĕретех.

Михаил Ноздряков  хăйĕн сăмахĕнче федераци бюджетӗнчен тата Патшалӑх корпорацийӗнчен, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх реформисене йӗркелес енӗпе паракан фондран каялла тавăрса памалли мар  хушма укҫа куҫнине хыпарланă. "Унсӑр пуҫне федераци енчен 435,8 млн тенкӗ куҫĕ, вӗсене саккун проекчӗсенче шута илмен", - хушса хунă вӑл.

Укҫа-тенкӗн тӗп пайӗ, 6,8 миллиард ытла, социаллӑ сферӑна куҫĕ: пӗлӳ, сывлӑх сыхлавӗ, ҫемьесене ачасемпе тата ытти категорири граждансемпе, культурӑпа спортпа пулӑшасси паллă.  1,3 миллиард тенке яхӑн тӑкак, ҫул-йӗр, транспорт сферине кӗрекен экономикӑн тĕп секторне  вăйлатма тăкакланасси те куҫкĕретех.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвне янă Ҫырури тĕллевсене  пурнăҫа кĕртме 3 миллиард тенкĕ уйăрма пăхса хунă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  хăйĕн сăмахĕнче бюджета улшӑнусем кӗртес шайра улшӑнусем кӗртнӗ хушусене пурнӑҫланӑ шайра укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнине хыпарланă.  Ҫав шутра хӑш-пӗр категорисене социаллӑ тӳлевсем парасси, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене, шкулчченхи тата шкулти вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ тата ытти  ĕҫсене те пурнăҫлама уйăрнă тенĕ вăл.

"Иртнӗ эрнере эпир Чӑваш Республикинче коррупцие хирӗҫ кĕрешес тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен комисси ларӑвӗсене ирттертӗмӗр. Материалсемпе йышӑнусем тӑрӑх, патшалӑх программисене пурнӑҫланӑ чухне чылай йĕрке пăсни  палӑрать. Пирĕн ӳлĕмрен кун пек йĕркесĕрлăхсем тума юрамасть ", - палăртнă Олег Николаев.

Патшалăх енчен куҫакан укҫа-тенкĕне общественноҫ представителӗсене, ОНФ членӗсене, Чӑваш республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене муниципалитет шайӗнче епле усӑ курнине тӗрӗслес ӗҫе хутшӑнма чӗнсе каланӑ вăл.

 



26 февраля 2020
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter